Канаш тăрăхĕнчи «Кĕмĕл волонтера» Анатолий Петрова медаль парса чысланă. Пирĕн ентеш мĕнле медале тата мĕншĕн илме тивĕç пулнине Людмила Терентьева волонтер уçăмлатать:
– Кушăк ялĕнче пурăнакан Анатолий Петров ятарлă çар операцийĕ пуçланнă тап- хăртанпах салтаксене хастар пулăшса пырать. Гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса ха- тĕрлекен пункта вăл кашни уйăхрах çитсе килет. Малти линие генератор, бензопăчкă, атă-пушмак тата ытти кирлĕ хатĕрпе пылак çимĕç парса ярать. «Кĕмĕл волонтер» çак тĕллевпе хăйĕн пенси укçин çуррине уйăрса пырать.
Ентешĕмĕр, хăйĕн граждан позицине çакнашкал тытса пынине, патшалăх та тимлĕхсĕр хăварман. Çак кунсенче Анатолий Васильевича «СВОна пулăшу кÿнĕшĕн» медаль парса чысланă. Асăнмалăх парне панипе пĕрлех, волонтера, патриотла концерта пырса курма та йыхравланă.

