Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Кÿршĕ яла çитсе килнĕ

Кÿршĕ яла çитсе килнĕ

Аслă Çĕнтерÿ юбилейне паллă турăмăр. Паттăрсене сума суса Раççейре патриотла тĕрлĕрен пуçару иртрĕ. «Çĕнтерÿ маршручĕ», «Çĕнтерÿ вальсĕ», «Ветеран патне – шăнкăрав»  тата ытти те.

 «Çĕнтерÿ маршручĕ» Мăкăрсене кÿршĕ яла, Уйкаса, илсе çитерчĕ. Çак акци тĕллевĕ – вăрçă паттăрĕсене пурне те асра тытасси, Тăван çĕршыва юратасси, çавăн пекех пĕр-пĕрне хисеплесси.

Çĕнтерÿ кунĕ – тăван халăх никама пăхăнманлăхшăн, çутă пуласлăхшăн кĕрешнине ĕнентерекен паттăрлăхпа хăюлăх символĕ. Пурте пĕрлĕхре, пĕр чăмăрта пулни Çĕнтерĕве çывхартнă, ирсĕр тăшмана çапса аркатма май панă. Вăрçă хыççăн çĕршывăмăра ура çине çĕклеме çăмăл пулман. Салтак ачисем умĕнче те çĕре çити пуçа таятпăр. Çапăçу хирĕнче выртса юлнисене асрах тытатпăр.

Мăкăр клубĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Туслăх» фольклор ушкăн Уйкас ялĕнче уяв концерчĕ ирттерчĕ. Пуç хунă салтаксене асăнса пĕр минутлăха шăплăх самантне путнă, палăк умне чечексем хунă. Уяв программинче вăрçă çинчен хывнă юрăсем пулчĕç, Дмитрий Кузьмин «На поле танки грохотали» «В землянке» «От героев былых времен» юрăсемпе куракансене тыткăна илчĕ, «Тав сана, ветеран» сăвва Вероника Иванова культура ĕçченĕ  вуларĕ. Митинга хутшăнакансем артистсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Уяв салтак пăттине тутанса пăхнипе вĕçленчĕ.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *