Главная > Публикации > Çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх кăтартаççĕ

Çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх кăтартаççĕ

Раштав уйăхĕн юлашки кунĕсенче Канашри муниципаллă округăн вăрçăпа ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕсен канашĕн президиумĕ районти «Сÿнми вучах» ветерансен хорĕпе тата Раççейри пенсионерсен пĕрлешĕвĕн Чă-ваш Енри тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене пĕр йыша чăмăртакан вырăнти уйрăмĕн хастарĕсемпе пĕрле пуçтарăнса 2022 çула пĕтĕмлетнĕ. Тĕлпулу уяв сĕтелĕ хушшинче иртнĕ, ветерансем юрă-кĕвĕ шăрантарнă.

Общество пĕрлешĕвĕнче тăракансем Паллă çынсен çулталăкĕнче тунă çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Сăмах май, вунă çул каялла чăмăртаннă районти ветерансен «Сÿнми вучах» хорĕ ?ертÿçи Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Стеклов/ 2022 çулта «халăх хорĕ» ята тепĕр хутчен çирĕплетнĕ. Паха опыт пухнă пенсионерсемпе ветерансем республика тата çĕршыв шайĕнче иртекен акцисемпе ыр кăмăллăх мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ, хăйсен пархатарлă ĕçĕпе çитĕ- некен ăрăва ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетнипе пĕрлех савăнăçлă самантсем те чылай пулнă. Канашри муниципаллă округăн вăрçăпа ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕсен канашĕн председателĕ Виталий Петров аслă ÿсĕмри хастарсене çывхарса килекен уявпа саламланă май районти тĕп больницăн тухтăрне Анатолий Шашкова ветерансен юхăмĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Пĕтĕм Раççейри ветерансен общество организацийĕн Тĕп канашĕн Хисеп грамотипе чысланă. Анатолий Иосифович раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейне паллă тунă.

Юбиляра халăх хорĕн членĕсем илемлĕ юрă-ташă парнеленĕ, Раççейри пенсионерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене пĕр йыша чăмăртакан вырăнти уйрăмĕн председателĕ Антонина Тямина çĕнĕ сăввисене вуласа саламланă.

Ветерансен канашĕ 2022 çулăн ĕç- хĕлне протокол йĕркипе кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче ирттерме палăртнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *