Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Информацие туллин çутатаççĕ, ĕçе пысăк ăсталăхпа пурнăçлаççĕ

Информацие туллин çутатаççĕ, ĕçе пысăк ăсталăхпа пурнăçлаççĕ

Шăматкун, кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене паллă тунă. Журналистсен професси уявĕ Шупашкарти «Арена» Пăр керменĕнче иртнĕ.

Калем ăстисене уявпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. «Чăваш Ен аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне туллин çутатса тăрассине пысăк ăсталăхпа пурнăçласа эсир пысăк ĕç тăватăр, республикăра пурăнакансемпе влаç органĕсем хушшинчи çыхăнăва тытса пыратăр. Хальхи çĕнĕ хыпарсен, шухăшсен, хаклавсен йышлă юхăмĕнче вулакана тата куракана тĕрĕс информацие суйласа илме тата тĕрĕс ăнланма пулăшатăр, сире ĕненеççĕ, итлеççĕ тата сума суса хисеплеççĕ», — тенĕ Олег Алексеевич салам сăмахĕнче.

Кирек епле професси уявĕнче те тĕрлĕ шайри наградăпа чысласси йăлана кĕнĕ. Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен канашĕн Тав çырăвне тивĕçнисен йышĕнче пирĕн хаçатăн тĕп редакторĕ Людмила Шурекова та пулнă.

Уявра 2022 çулта Чăваш Енри Журналистсен союзĕн премийĕсене тивĕçнисене те палăртнă. Вĕсемпе регионти Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров паллаштарнă. Çемен Элкер ячĕллĕ премие икĕ çынна пама йышăннă: «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторне Владимир Васильева тата «Чăваш Ен» ПТРК корреспондентне Вячеслав Ильина, Н. Никольский ячĕллĕ премие — «Республика» хаçатăн корреспондентне Владислав Николаева, Л. Ильин ячĕллĕ премие «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторне Елена Атаманована.

Пичет кунĕ журналистсем валли йĕркеленĕ семинарпа вĕçленнĕ. Ĕçтешĕсене унта Russia Beyond тĕп редакторĕ тата çав вăхăтрах MediaToolbox аналитика сервисне йĕркелесе яраканĕ Всеволод Пуля социаллă сетьсенче ĕçлеме вĕрентнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *