Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Вырăскас пикших библиотекин историйĕ пысăк та сумлă

Вырăскас пикших библиотекин историйĕ пысăк та сумлă

Канашри муниципаллă округăн ача-пăча библиотеки хулапа юнашар ялта, Вырăскас Пикшихре вырнаçнă. Унта тăрăшакансем иккĕн: библиотека ертÿçи Ольга Сергеевна Георгиева тата методисчĕ Алевтина Ивановна Андреева.

Эпĕ Вырăскас Пикших ялне çитнĕ кун Ольга Сергеевна, унăн канмалли кун пулнипе, ĕçре çукчĕ, вара эпир ача-пăча библиотекинче 20 çул тăрăшакан Алевтина Ивановнапа калаçу пуçартăмăр.

— Пирĕн библиотекăн историйĕ пуян та пысăк, — терĕ Алевтина Ивановна, — вăл 68 çул каялла, 1955 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. Ун чухне республикăра Шăхасан районĕ те пулнă, çавăнпа ăна Шăхасан районĕн ача-пăча библиотеки тенĕ. Ăна валли район библиотекинче пĕр пÿлĕм, икĕ шкап, пĕр сĕтел тата темиçе хыçлă пукан уйăрса панă. Библиотека уçнă кун тĕлне унта 2224 кĕнеке пулнă. Библиотекăн пĕрремĕш ертÿçи пулма Селезнева Валентина Павловнăна лартнă. 1960 çулта библиотекăна Шăхасантан Вырăскас Пикших клубне куçарнă. 1962 çулта вăл Канаш районĕн ача-пăча библиотеки ятне илнĕ.

2007 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Н. Федоровăн Указĕпе ăна Модельлĕ библиотека статусне панă. Кунта вулавпа информаци залĕсенче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, çĕнĕ сĕтел-пукан туянса панă.

— Хальхи саманара библиотека еплерех ĕçлесе пырать-ха?

— Паянхи кун пирĕн фондра 25 пине яхăн кĕнеке шутланать. Фонд çĕнелсех пырать, çĕнĕ, халăх вулама юратакан кĕнекесем килсех тăраççĕ. Тата çакна та асăнса хăвармалла: пирĕн вулакансем 1700 яхăн. Вĕсем хушшинче çамрăксем те, аслă çулхисем те нумай. Эпĕ Михайлова Верăна, Кондратьева Галинăна асăнса хăварасшăн. Вĕсем, пенсире пулсан та, библиотекăна çÿреме ÿркенмеççĕ.

Тата манăн 83 çулхи пенсионеркăна Андреева Роза Андреевнăна та пирĕнпе çыхăну тытнăшăн тав сăмахĕ каласшăн. Вăл пирĕн пата килсех тăрать, çĕнĕ кĕнекесемпе интересленет. Çак вулакансем çитĕнекен ăрусемшĕн тивĕçлĕ тĕслĕх пулса тăраççĕ.

— Ача-пăча библиотекинче аслисене вуламалли кĕнекесем те пур-и?

— Паçăрах каларăм-ха, пирĕн кĕнеке фончĕ питĕ пуян. Хуть те мĕнле ÿсĕмри вулакан та кунта хăйне кирлĕ кĕнеке тупма пултарать. Чăваш писателĕсем çырса панă кĕнекесем те темĕн чухлех. Кунта пирĕн кĕçĕн çулхи ачасемпе ĕçлекен клуб та пур. Вăл «Смышленыш» ятлă. Эпир кунти ача-пăча садĕнче те ĕçлетпĕр. Пире кунта садик заведующийĕ кĕнеке памалли вырăн та туса пачĕ. Эпир ăна çакăншăн чĕререн тав тăватпăр. Унта пирĕн 75 яхăн пĕчĕк вулавçă. Шкулпа та тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пирĕн кунта консультаципе методика центрĕ пур. Çак центрпа эпир районта та мероприятисем ирттеретпĕр, Асхва шкулне те каятпăр. Чĕлĕм туртни, эрех-сăра ĕçни, наркотиксемпе алхасни этем сывлăхне çав тери пысăк сиен кÿни çинчен вĕренекенсене ăнланмалла, витĕм кÿмелле каласа паратпăр. Пире шкулти учительсем те пысăк пулăшу параççĕ.

Пирĕн библиотека, кĕнекесемсĕр пуçне, хаçат-журналпа та пуян. Эпир 20 тĕрлĕ хаçат-журнал илсе тăратпăр — ячĕсене асăнса та пĕтереес çук: «Хыпар», «Советская Чувашия», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», «Республика», «Канаш», «Канаш ен», «Хресчен сасси»… Тăван литературăна юратакансем уйрăмах «Тăван Атăл» журналăн çĕнĕ номерĕ килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пахча çимĕç, улма-çырла йывăçĕ ÿстерме кăмăллакансем валли «Моя любимая дача» журнал килсех тăрать. Ачасем валли «Тантăш» хаçата, «Тетте» журнала вăхăтра илсе тăратпăр.

— Вулав залĕ пур-и библиотекăра?

— Унсăр мĕнле ĕнтĕ. Унта тĕрлĕрен энциклопедипе паллашма пулать. Ача-пăчасене ларса вуламалли вырăн та йĕркеленĕ эпир. Ăна «Ача-пăча кĕтесĕ» тетпĕр. Унта кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли выляма теттесем те пур. Ачасем кунта кăмăл тусах çÿреççĕ. Вăхăта усăллă ирттермелли вырăн пирĕн библиотекăра çителĕклĕ.

Кăштах кĕнекесем упранакан абонемент пирки асăнса хăварас килет. Унта пирĕн таса та тирпейлĕ. Виçĕм çул пире çĕнĕ шкапсем, сентресем, сĕтелсем, хыçлă пукансем туянса пачĕç.

Пирĕн кунта Интернет лайăх тытать. Компьютер, икĕ принтер пур, «вай-фай» ĕçлет. Ачасем килсен малтан вĕсене кĕнеке вулаттаратпăр, унтан пароль паратпăр та вĕсем «вай-фай» çинче лараççĕ. Мĕнле калаççĕ-ха, çамрăксем пурнăçпа пĕр тан утаççĕ. Хальхи саманара компьютерпа ĕçлеме пĕлмесен малалла кайма çук.

Аслă пĕлÿ илекен студентсем те кунта курсовойсем, рефератсем, диплом ĕçĕсем çырма килеççĕ. Вĕсене ĕçлеме кунта пур услови те пур. Интернетпа усă куракансем кунта 35 çынна яхăн.

— Ал ĕç тăвакансем пуçтарăнмаççĕ-и сирĕн пата?

— Пирĕн халĕ клуб заведующийĕ çĕнĕ, Виноградова Анжела Николаевна, пĕр тăватă уйăх кăна ĕçлет-ха. Ĕçе хĕрÿ тытăнчĕ, «Улах каçĕсем» ирттерме пикенчĕ. Халăх пуçтарăнать, пĕчĕккĕн клуба çÿреме хăнăхса пырать. «Ковид» чирне пула клубсем хупăнса тăнă пирки халăх тунсăхласа çитрĕ пулас, клуба çÿреме пуçларĕ. «Улах каçĕ- сене» эпир те хутшăнатпăр, унта кĕнекесем илсе пыратпăр.

— Ĕлĕк улаха хĕрсем ал ĕçĕ тума пуçтарăннă: кам тĕрĕ тĕрленĕ, кам çыхнă, çăпата хуçакансем те пулнă…

— Улаха ертсе пыраканĕ — ача садĕнче воспитательте ĕçлекен Ирина Владимировна. Малтан вăл «Сурхури» уявне ирттерчĕ. Иртнĕ Улахра чăвашсен уявĕсене, йăли-йĕркисене тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Çынсем питĕ кăмăллăн итлерĕç. Кайран ал ĕç тăвакансене ал шăлли тĕрлемелли тĕрлĕ тĕрĕсемпе паллаштарчĕ.

Маларахри улах тĕрĕ каçĕ евĕр иртрĕ. Унта Харитонова Зоя Владимировна, вăл çамрăк чухне Шупашкарта пир-авăр комбинатĕнче тăрăшнă, хăй мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ, тĕрĕсемпе паллаштарчĕ, хăйĕн чăваш тĕррипе тĕрленĕ кĕпине кăтартрĕ. Епле капăр вăл! Унсăр пуçне, Зоя Владимировна шкул çулĕнчи мăнукне ĕлĕкхи тĕрĕпе кĕпе тĕрлесе патăм, терĕ. Куратăр ĕнтĕ, кашни улах каçĕ хăйĕн темипе иртет.

— Пĕршенер клубне чă-ваш тĕррине вĕренме шкулта вĕренекен арçын ачасем те çÿреççĕ…

— Пирĕн шкулта ĕç урокĕсене ЕлисееваТатьяна Васильевна ертсе пырать. Нумаях пулмасть кунта хĕрачасем салтаксем валли сăмса тутри тĕрлеме пуçтарăнчĕç. Çавăн чухне вĕсем Татьяна Васильевна чăваш тĕрри тĕрлеме вĕрентни çинчен ырăпа асăнчĕç.

Кашни çулах, çулталăк вĕçленес умĕн, эпир малашлăх валли ĕç планĕ тăватпăр. «Çуллахи вулавсем», «Сывлăха сыхлар» темăсемпе, писательсен çуралнă кунĕ тĕлне ятарласа хатĕрленĕ планпа мероприятисем ирттеретпĕр.

Пирĕн «Уçă алăк кунĕсем» те пулаççĕ. Çак кунсенче эпир пĕрремĕш класра вĕренекенсене хамăр пата хăнана чĕнесшĕн. Вĕсене библиотекăпа паллаштарасшăн. Вĕсем пĕчĕккĕ вĕт-ха, тин кăна сасă паллисене вĕреннĕ.

Пирĕн вулакансем хушшинче вунă сусăр. Кунта урапа утса килейменнисем пирăн пата телефонпа шăнкăравлаççĕ те, эпĕ ĕçе килнĕ чухне вуланă кĕнекине кĕрсе илсе килетĕп, ĕçрен кайнă чухне çĕнĕ кĕнеке кĕрсе паратăп.

— Ку ĕçе шкул ачисене явăçтарма çук-и?

— Вĕсем пирĕнтен ял пурнăçĕ çинчен те каласа пама ыйтаççĕ вĕт-ха.

Эпир кашни çул март уйă- хĕн вĕçĕнче ача-пăча эрни ирттеретпĕр. Çав эрнере ачасене шкулта пысăк уяв туса паратпăр. Пирĕн библиотекăра кĕнеке нумай вуланă ачасене дипломсем, Хисеп хучĕсем, парнесем парса чыслатпăр. Çав эрнере хамăр пата хăнана чăваш çыравçисене чĕнетпĕр. Кама чĕнессине палăртса хунă.

— Кама кĕтетĕр-ха?

— Мальвина Петровăпа калаçрăмăр, чĕнĕр, килетпĕр, терĕ. Районăн Тĕп библиотекинче Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунне паллă турăмăр. Вăл унта хăнана килнĕччĕ. Хă-йĕн сăввисене вичкĕн вуласа пани пире питĕ килĕшрĕ.

Çамрăк ăрăва çав сăвăсемпе паллаштарса мероприяти ирттерес кăмăл пур. Кăшнаруй ялĕнче пурăнакан Надежда Силпи сăвăçпа эпир кашни çул мероприятисем ирттеретпĕр.

— Кивĕ Шелттемре çуралса ÿснĕ, халĕ Канашра пурăнакан Зоя Гурьева Канаш типографинче хăйĕн виççĕмĕш кĕнекине пичетлесе кăларчĕ. Унăн сăввисем чуна пырса тивеççĕ…

— «ВКонтакте» социаллă сетьре вуланăччĕ-ха Зоя Гурьевăн çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухни çинчен. Ăна та чĕнетпĕр тĕлпулăва…

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *