Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Шывра ишсе ăмăртрĕç

Шывра ишсе ăмăртрĕç

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче республикăри муниципалитетсен тăватă округĕнче тăрăшакан медицина ĕçченĕсем шывра ишессипе уçă турнира хутшăнчĕç. Ăна СССР халăх тухтăрĕн, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕн Фирс Григорьевич Григорьевăн ятне асăнса йĕркелерĕç. Турнир Шăхасан салинче «Импульс» спорт комплексĕнче иртрĕ.

Спорт мероприятине хутшăнакансемпе хăнасене Канашри муниципаллă округăн тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Сергей Шерне, «Импульс» спорт комплексĕн директорĕ Федор Спиридонов, Шăхасан территори пайĕн начальникĕ Владимир Руссков тата Шăхасан вăтам шкулĕн директорĕ Венера Изратова саламларĕç.

Тупăшура Канаш, Вăрнар, Элĕк тата Йĕпреç тăрăхĕсенчи медицина учрежденийĕсенче тăрăшакансем хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма пултарчĕç. Чăваш Енри медицина ĕçченĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, ăна халăх хушшинче анлă сарассипе пысăк тÿпе хываççĕ.

Тĕрлĕ ÿсĕмри арçынсемпе хĕрарăмсем бассейнри 25 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Вăл кун çавăн пекех хутăш эстафета ăмăртăвĕ те иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе медальсем тата парнесем парса чысларĕç.

Палăртмалла, шывра ишессипе йĕркеленĕ уçă турнир кăçал 13-мĕш хут иртрĕ.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *