Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Хĕрлĕ Чутайран виççĕмĕш вырăнпа таврăнтăмăр

Хĕрлĕ Чутайран виççĕмĕш вырăнпа таврăнтăмăр

Нумаях пулмасть Хĕрлĕ Чутайĕнчи вăтам шкулта Тăван чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Енри Вĕренÿ институчĕ, Хĕрлĕ Чутайри муниципаллă округ администрацийĕ тата асăннă пĕлÿ учрежденийĕ йĕркеленĕ.

Фестивальте республикăри ача сачĕсем, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата вăтам шкулсем ăмăртрĕç. Пĕтĕмпе 33 ушкăн. Вĕсем муниципаллă 10 округран Хĕрлĕ Чутая пуçтарăнчĕç. Хăнасене вĕрентекенсен ушкăнĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Ун хыççăн шкул тăрăх экскурси йĕркелерĕç. Фестивале килнисем «Чăваш эрешĕпе Хĕрлĕ Чутай тумĕ», «Наци стилĕпе тунă сувенирсем», «Çут çанталăк тата экологи» куравсемпе, «Чăваш пÿрчĕ» музейпа паллашрĕç, «Чă-ваш тĕрри» тата «Хурт-хăмăр ăсти» мастер-классене хутшăнчĕç.

«Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль сакăр тĕрлĕ ăмăртуран тăчĕ. Ача садне çÿрекенсемпе кĕçĕн класра вĕренекенсем чăваш ачи-пăчин вăййисене кăтартса

пачĕç. Вăтам классенче вĕренекенсем чăваш халăхĕн хăйсен тăрăхĕнчи пĕр йăли-йĕркине тÿресен хак-лавĕ умне кăларчĕç. Вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем чăваш юррисене шăрантарчĕç. Чăваш ташшине ура хуçса ташлакансем те пулчĕç. Çамрăк поэтсем хăйсем çырнă сăввисене пăхмасăр каларĕç. Вĕрентекенсем халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса йĕркеленĕ уроксем ирттерчĕç. Тупăшура ачасен ÿкерчĕкĕсен куравĕ те пулчĕ, вĕсене çамрăк ÿнерçĕсем çемьепе хутшăнса хÿтĕлерĕç.

Çак фестивале Канаш тăрăхĕнчен Çеçпĕл вăтам шкулĕ хутшăнчĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем «Атьăр вăййа тухар-и?» номинацире хăйсен пултарулăхне кăтартса пачĕç.

Жюри членĕсем ачасем тĕрĕс те илемлĕ калаçма пĕлнине, хăйсене сцена çинче тытма пултарнине, тум йăла-йĕрке содержанийĕпе килĕшсе тăнине хакларĕç. Ку ăмăртура пĕр-пĕринчен вĕренмелли чăннипех те нумай пулчĕ.

Ачасене çак фестивале Çеçпĕл вăтам шкулĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕсем Т. Захарова, Н. Михайлова, А. Васильева тата эпĕ, музыка учителĕ Ю. Кириллов, хатĕрлерĕмĕр. Хĕрлĕ Чутайĕнчен виççĕмĕш вырăнпа таврăнтăмăр.

Тăван чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль савăнăçлă та хаваслă иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене хисеп грамотипе Тав хучĕсем парса чысларĕç.

Пĕрлĕхре — вăй. Пурте пĕрле туслă ĕçлесен, пĕр- пĕрне пулăшса пырсан чăваш халăхĕ малашне вăй илсе аталанĕ.

Юрий КИРИЛЛОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code