Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Республика конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ

Республика конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕнче «Чи лайăх тăван чĕлхе вĕрентекенĕ» республика конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. «Урок» тата «Класс сехечĕ» ăмăртусенче 19 вĕрентекен хăйсен ăсталăхне кăтартрĕ.

Канаш тăрăхĕн чысне Çеçпĕл вăтам шкулĕнче пуçламăш классене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Петровна Михайлова хÿтĕлерĕ. Вăл 4-мĕш класра пĕлÿ пухакансемпе «Çуркунне» урок ирттерчĕ, «Аслă вĕрентекенĕмĕр» темăпа класс сехечĕ кăтартрĕ.

Маттур вĕрентекен ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарчĕ, урокра ăшă кăмăл-туйăм хуçаланчĕ. Надежда Петровна ачасемпе тăван чĕлхене упраса хăварасси çинчен те сăмахларĕ. Иван Яковлевăн «пĕр чĕлхе — пĕр ăс, икĕ чĕлхе — икĕ ăс» сăмахĕсене яланах асра тытса тăрăшса вĕренмелли çинчен каларĕ.

Ĕçтешĕмĕре конкурса ăнăçлă хутшăннă ятпа саламлатпăр.

Валентина ИВАНОВА,

чăваш чĕлхипе литературин методисчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code