Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Чи лайăх спортсмена Хучел шкулĕнче хатĕрленĕ

Чи лайăх спортсмена Хучел шкулĕнче хатĕрленĕ

Вероника Александрова 2022 çул кăтартăвĕсем тăрăх муниципалитетăн чи лайăх спортсменĕ ята тивĕçрĕ. Ятарлă номинаци çĕнтерÿçи пулнине çирĕплетекен статуэткăна тата хаклă парнене Канашри муниципаллă округăн ытти ăста специалисчĕсемпе пĕрле нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Шăхасанти культура çурчĕн сцени çинчен тухса илчĕ.

Вероника 2006 çулта çуралнă. Хучел шкулĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Канашри финанс колледжĕнче пĕлĕвне малалла ÿстерет. Иртнĕ çулта спортра уйрăмах пысăк çитĕнÿ-сем тунипе палăрчĕ. Малтан республика шайĕнчи ăмăртура çĕнтерчĕ. Унтан Атăлçи федераци округĕнчен çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Пултаруллă пикене Раççей чемпионатĕнче те çитекенсем пулмарĕç. Çакăн пек курăмлă çитĕнÿ тунăшăн Вероника Сергеевнăна çамрăксенчен тăракан çĕршывăн пĕрлештернĕ командин йышне илнĕ. Раççей спорт министерстви ăна ятарлă стипенди парса хавхалантарнă.

Вероника маларах Екатеринбург хулинче Раççей шайĕнчи чемпионатран призер пулса таврăннăччĕ, ку унăн пĕрремĕш пысăк çитĕнĕвĕ шутланать. Ун чухне Екатеринбургра Хучел шкулĕнче вĕренекен Константин Кирилловпа Никита Григорьев та призерсен йышне лекнĕччĕ. Вĕсем халĕ 9-мĕш класра вĕренеççĕ. Вĕсем масрестлинг вăййине уйрăмах килĕштереççĕ. Нарăс уйăхĕнче асăннă спорт тĕсĕпе Шупашкар хулинче иртнĕ ăмăртуран Хучел шкулĕн команди иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Çамрăксем кашни ăмăртăва питĕ тăрăшса хатĕрленеççĕ. Вĕсене малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

Виктор ФЕДОРОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code