Пятница, 19 июля, 2024
Главная > Публикации > Карăклă территорийĕн пайĕ

Карăклă территорийĕн пайĕ

Ачасен ĕмĕтне пурнăçланă

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Юмансар ялĕнче пурăнакан Максимовсем патĕнче хăнара пулнă. Олег Алексеевич «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акципе килĕшÿллĕн 16 çулти Константина телескоп парнеленĕ.

Константинăн ĕмĕчĕ Мускаври асамлă чăрăш çинчи шарсем хушшинче хăйĕн вăхăтне кĕтнĕ, ăна Олег Алексеевич тĕп хулара ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă чухне алла илнĕ. Пĕлме: çак ыр кăмăллăх акцийĕ Раççейре 2018 çултанпа пурнăçланать.

Савăнăçлă уяв умĕн Константинăн шăллĕпе йăмăкĕ те парнесемсĕр юлман. 8 çулти Тимура — планшет, 12 çулти Владăна алмазлă тĕрĕ тата коньки парнеленĕ.

Паттăр ячĕпе парта уçнă

Карăклă вăтам шкулĕ иртнĕ çулта Пĕтĕм Раççейри «Герой партти» вĕрентÿ проектне хутшăннă. Унпа килĕшÿллĕн Кирилл Александрович Александрова асăнса ятарлă парта уçнă. Вĕренÿ сĕтелĕ çине паттăрăн сăн ÿкерчĕкне, унăн кун-çулĕпе паттăрлăхĕ çинчен калакан информацие вырнаçтарнă.

Паттăр партти хушшине ларма шкулта лайăх паллăпа вĕренекен, общество ĕçне хастар хутшăнакан, спортра пысăк çитĕнÿсем тăвакан ачасем тивĕçеççĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ — çак шкултан вĕренсе тухнă паттăрсен ятне ĕмĕр асра хăварасси.

Кирилл Александрович Александров Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса ĕмĕрлĕхех пуçне хунă. Каччă Карăклă ялĕнче çуралнă. Канашри 8-мĕш ача садне çÿренĕ, 1-5-мĕш классене хулари 6-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ. 6-мĕшĕнчен пуçласа 9-мĕшĕччен — Карăклă шкулĕнче.

2014 çулта Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумне вĕренме кĕнĕ, 2018 çулта унтан дип- ломлă специалист пулса тухнă. Çак çулах салтака кайнă. Икĕ çул самар облаçĕнче хĕсметре тăнă. Ун хыççăн Ульяновск облаçĕнчи иккĕмĕш степеньлĕ Кутузов орденĕллĕ 31-мĕш уйрăм гварди десантпа штурм бригадинче службăра тăма 3 çуллăха контракт çырнă.

Кирилл пĕлтĕр мартăн 9-мĕшĕнче Киев облаçĕнчи Гостомельти çар аэродромне штурмланă чухне паттăрăн пуçне хунă. Раççей салтакĕн тивĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçланă яшпа мăнаçланатпăр, унăн ячĕ ĕмĕр асра юлĕ.

Çулпа кĕпере юсанă

Юмансар ялĕнче пурăнакансем ял масарĕ патне çитмелли çула юсанă.

Тăхăр çĕр метра яхăн тăсăлакан лаптăка хăтлăлатма 32 машина кирпĕч ванчăкĕ кайнă. Строительство хатĕрне юмансарсем укçалла туяннă. Нухратпа кашниех пулăшма пултарнă, унăн суммине ятарласа çирĕплетмен. Пĕрлехи ĕçе хутшăннă çынсем çавăн пекех çурхи шыв-шур çурса кайнă кĕпере те йĕркене кĕртнĕ, юхăннă вырăна пĕр КАМАЗ кирпĕч тултарнă.

Ниме икĕ куна пынă. Купасене сарса якатма кунсерен 30-40 çын тухнă. Фермерсем техникăпа тивĕçтернĕ. Туслă йышпа ĕç ăнăçать тесе ахальтен каламан-тăр халăхра.

Çĕнĕ клуб хăпартнă

Пĕлтĕр Юмансар ялĕнче «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ культура çурчĕ хăпартма пуçланă. Ял çыннисем çĕнĕ клуб пирки питĕ ĕмĕтленнĕ. Вăл хута кайсан концерт курас тата кружока е секцие çырăнас тесессĕн юнашар яла çÿремелле пулмĕ.

Ялта ĕлĕк клуб пулнă-ха. 80-мĕш çулсенче ăна шкул валли уйăрнă, каярахпа кивелнĕ çурта пачах та пĕтернĕ. Юмансар ялĕнче кил-çурт сахал пулин те 600 ытла çын пурăнать. Çав шутран пĕрре-виççĕмĕш пайĕ — çамрăксем. Çамрăк аннесем ачисемпе ниçта тухса çÿреме ятарлă вырăн çук тесе час-часах ÿпкелешнĕ. Аслă ÿсĕмри çынсене кÿршĕ яла ал-ĕç кружокне тата фольклор ушкăнне çÿреме меллĕ мар…

Икĕ хутлă культура çурчĕ пĕр вăхăтрах 150 çынна йышăнма пултарĕ. Пĕрремĕш хутра — пысăк концерт залĕ, вестибюль, гардероб пăхса хăварнă. Иккĕмĕшĕнче чăн-чăн искусство кĕтесĕ, унăн дизайнĕ кирек кама та тыткăнлама пултарĕ. Çĕнĕ çурт çумĕнче машинăсем валли парковка та йĕркеленĕ. Клуб паянхи кун ыйтăвне туллин тивĕçтерет, алăкĕ-сем уçăлсан çакна кашни курса хаклама пултарĕ.

«Канаш ен пики» ята тивĕçнĕ

Пĕлтĕр Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне, Раççейри Эткер тата Чăваш Енри Паллă çынсен çулталăкне тата Канаш районне йĕркеленĕренпе 95 çул çитнине халалласа «Канаш ен пики» илемпе пултарулăх конкурсĕ иртнĕ.

Шăхасанти культура çуртĕнче ултă ял тăрăхĕнчен килнĕ чипер те йăрăс пÿсиллĕ, пуян ăс-хакăллă, çепĕç те маттур хĕрсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Çак йышра Ксения Кириллова та пулнă.

Вăл мĕн ачаран спортпа туслă. Шупашкарта Олимп резервĕсен училищине вĕренсе пĕтернĕ. Тренер профессине алла илнĕ. Хальхи вăхăтра тĕп хуламăрта «Боди-Бум» фитнес студийĕнче преподаватель тренер пулса ĕçлет.

Конкурс условийĕпе килĕшÿллĕн пикесем тĕрлĕ ĕç пурнăçланă: чи малтанах хăйсемпе паллаштарнă, чăваш халăхĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе, паллă çыннисемпе çыхăннă ыйтусене хуравланă, чăваш тумĕпе илемне кăтартнă. Кашни пике килти ĕç тунă — чăваш апачĕ пĕçерсе килнĕ. Тÿресен сĕтелĕ çинче хуплу та, шăрттан та, кукăль те, чăкăт та пулнă.

Тÿресем хĕрсен пултарулăхне çирĕп хакланă. «Канаш ен пики – 2022» ята Карăклă хĕрĕ Ксения Кириллова çĕнсе илнине пĕлтернĕ. Хĕрсене пурне те дипломпа, хаклă парнепе хавхалантарнă.

Ксения республика шайĕнче иртекен конкурсра район чысне хÿтĕленĕ. Ăна Шупашкарти Чăваш патшалăх филармонийĕнче йĕркеленĕ. Карăклă хĕрĕ «Раççей чăваш пики – 2022» конкурсра та хăйĕн пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *