Суббота, 13 апреля, 2024
Главная > Публикации > Шкулсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ

Шкулсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ

«Шкулти вĕрентÿ системине çĕнетесси» федераци программи Канашри муниципаллă округра ăнăçлă ĕçлет. Вăл вун-вун çул хушшинче юхăннă пĕлÿ çурчĕсене тĕпрен çĕнетме май парать. Çак тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 2022 çулта Чакаç тата Вырăскас Пикших вăтам шкулĕсене юсанă. Строительсем шкулсене кăшкарĕ таран сÿтнĕ, унтан шалтан тата тултан çĕнĕ «тум тăхăнтартнă».

2023 çул пуçламăшĕнче асăннă федераци программипе Карăклă, Вăрăмпуç, Ямаш, Вăтакас Кипеч, Катек, Ăвăспÿрт Кипеч тата Вăтапуç шкулĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсене пуçăннă. Çак çичĕ пĕлÿ çуртне йĕркене кĕртме хыснаран 500 ытла миллион тенкĕ уйăрнă.

Тĕрлĕ объектра юсав ĕçĕсен хăвăртлăхĕ тĕрлĕрен пырать. Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов подрядчиксен ĕçне тăтăшах вырăна тухса хаклать, графикпа килĕшÿл-лĕн ĕçлесе пыракансене ырлать, юлхавçăсене сроксем çинчен аса илтерет.

Нумаях пулмасть çакнашкал инспекци Вăтапуç шкулĕнче иртрĕ. Пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ унта чăнласах та пысăк. Канашлура юсав ĕçĕсен хăвăртлăхне ÿстермелли майсене пăхса тухрĕç.

Тата çакна палăртмалла, асăннă программăпа килĕшÿллĕн шкулсене тĕпрен юсанипе пĕрлех вĕсене çĕнĕ хатĕрсемпе те тивĕçтерĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *