Четверг, 20 июня, 2024
Главная > Публикации > Ялсем çĕнелсе аталанни

Ялсем çĕнелсе аталанни

Пулталурăх каçĕ иртнĕ
Канаш енре литература тата ÿнер енĕпе палăрнă пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Кăшнаруй ялĕнче çуралса çунатланнă Надежда Никитична Петрова-Степанова. Вăл литературăра тĕрлĕ жанрпа ăста çырать. Эпир вара, юрра-кĕвве кăмăллакансем, ăна Надежда Силпи ятпа пĕлетпĕр.
Пĕлтĕр Кăшнаруй ялĕнчи культура çуртĕнче унăн пултарулăх каçĕ иртнĕ. Фойере поэтессăн пурнăçĕпе тата ĕç-хĕлĕпе паллаштаркан «Мухтанатăп санпа, тăван ял» кĕнекесен куравĕ кашнинех хăйĕн патне илĕртнĕ. Пуçтарăннисене уяв кĕрекин хуçин сăввисемпе кĕвĕленĕ «Сан çуралнă кун паян» литература композицийĕ чун-чĕрене хăпартнă.


Куравра пирĕн юратнă сăвăç биологипе хими, журналистика тата медицина енĕпе аслă пĕлÿ илнине, поэзин илемлĕ тĕнчин алăкне ача чухнех уçнине пĕлме май килнĕ. Халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкар хулин, Шупашкар тата Канаш районĕсен историпе культурине упраса хăварас тата пуянлатас енĕпе ĕçлет.
Раççей çыравçисен тата журналисчĕсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Республикин композиторĕсен ассоциацийĕн, Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн членне, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреатне çав кун Анатолий Кибеч, Лидия Сарине, Лидия Филиппова çыравçăсем, Светлана Дмитриева артистка, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн ертÿçи Светлана Тяхмусова, Шупашкар район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Людмила Софронова тата ытти сумлă çынсем саламланă.


Уявра «Чечеклен, тăван ял», «Çĕршывăма мухтас килет» çĕнĕ кĕнекесен презентацийĕсем те хăйсен вырăнне тупнă.


Журналистикăра, литературăра тата радиора палăрнă Надежда Силпи пултарулăхне хисепе хурса çакнашкал сумлă çынсемпе ушкăнсем йышлăн пуçтарăнни — пысăк чыс.

Ниме бюджечĕ — вăйра
Вырăнти пуçару программи Кăшнаруй тăрăхĕн-че те ăнăçлă ĕçлет. Иртнĕ çулта ниме бюджечĕ вăйĕпе Шăхаль ялĕнчи палăка юсанă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă пулнă.

Ялти çулсене йĕркене кĕртессине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлтĕр вырăнти пуçару программи пулăшнипе Кăшнаруй ялĕнчи Колхоз урамĕ хушшине вакă чул сарса çирĕплетнĕ.

Асăну стелли уçнă
Иртнĕ çул Кăшнаруй ялĕнче асăну стелли уçнă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, «вĕри точкăсенче» тата служба вăхăтĕнче пуç хунă шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсене халалланă.
Мемориала ял çыннисем хăйсен вăйĕпе тата пĕрле пухнă укçапа тунă. Ăна Олег Александров воин-интернационалист ячĕпе никĕсленĕ. Палăк тăвас ĕçе шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕ Юрий Александров пуçарнă.


Çак ырă та пархатарлă ĕçшĕн ял халăхне вăл вăхăтра район админис- трацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнă Екатерина Филиппова, Афганистан ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Вячеслав Сергеев тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă Владимир Максимов тав тунă.

Çĕнĕ лапам хута кайнă
Утă уйăхĕнче Шуркасси шкулĕнче ача-пăча валли вăйă лапамĕ тата спорт хули хута кайнă.
Шкул директорĕ Ганна Петрова пĕлÿ çурчĕн таврашне «Пĕлÿ аталанăвĕ» патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн йĕркене кĕртнине каланă. Çак программа Чăваш Енре 2019 çултанпа ĕçлет. Шуркассисен проектне пурнăçа кĕртме çичĕ миллион ытла тенкĕ укçа уйăрнă.
Çак укçапа шкул таврашне карта тытса çавăрнă, çĕнĕ йышши вăйă тата спорт хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Çĕнĕ лапам хута кайнă кун шкулта «хаваслă стартсем» йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *