Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çул сарнă ăстасене чыс та мухтав!

Çул сарнă ăстасене чыс та мухтав!

Çыннăн пурнăçĕнче çул пысăк вырăн йышăнать. Ахальтен мар-тăр, мĕн авалтан, ача çуралсан: «Сывлăху çирĕп, çулу телейлĕ пултăр», — тенĕ.

Авалхи юмахсенче те çул çинчен çырни час-часах тĕл пулать. Тĕп сăнарсен виçĕ çултан пĕрне суйласа илме тивет.

Эпĕ хаçат тусĕсене хальхи пурнăç çулĕ çинчен çырса пĕлтересшĕн. Сăмахăм Сиккасси сали, унта пурăннă тата пурăнакан çынсем çинчен пулĕ.

Сиккасси Вăрăм шывĕн икĕ енĕпе вырнаçнă. Шыв ял витĕр виçĕ çухрăм çурă тăршшĕ юхса иртет. Вăрăм шывĕн сулахай енчи урама 1939 çулта чул сарса çирĕплетнĕ.

Анне каласа панă тăрăх, чула Тутарстан Республикинчен ятарлă карьертан кÿрсе килнĕ. Чулне катса турттарса килме кашни çемьене норма уйăрса панă. Миçе кубла метр палăртнине тĕрĕс калаймастăп.

Çав урама çул сарнă хыççăн «Тампă касси» теме тытăннă. Çырман сылтăм енчи урама та чул сарма палăртнă, анчах та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнине кура çак проекта пурнăçа кĕртсе ĕлкĕреймен. Вăрçă чарăнсан та çак ĕç вырăнтан тапранман.

Сиккасси салинчен вăрçа 334 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 207-шĕ тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçса вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕ-хех пуçĕсене хунă. Тăван яла 127 салтак Çĕнтерÿпе таврăннă, вĕсенчен 14-шĕ — хĕрарăмсем. Киле таврăннă паттăрсенчен чылайăшĕ сусăр пулнă.

Çак сăлтава пула, хаяр вăрçă çулĕсенчи пекех, чылай ĕçе хĕрарăмсемпе ачасен пурнăçлама тивнĕ. Вăрçăран аманса таврăннă салтаксем эпир инвалид тесе ĕçлемесĕр ларман паллах. Сусăр салтаксен йышĕнче Павел Прокопьевич Казаков та пулнă. Вăл вăрçăра хăрах урине çухатнă пулнă.

1959 çулта Яманкасси ялĕнчи Доронин ячĕллĕ тата Сиккасси салинчи Жданов ячĕллĕ колхозсене пĕрлештернĕ. Ятне Жданов ячĕпех хисепленĕ. Хуçалăхра вăй хуракансем пĕрлехи пухура колхоза Василий Иванович Баранова ертсе пыма шаннă.

1960 çулсенче хуçалăх ура çинче çирĕп тăнă, çулран-çул вăйланса тĕрекленсе пынă. 1967 çулта Василий Баранова Комсомольски районĕнчи райпо председательне суйланă. Ертÿçĕ урăх ĕçе куçнă хыççăн хуçалăх тилхепине Василий Антонович Антонов алла илнĕ. Çав çулсенче вăл колхозра парти комитечĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ.

Виталий Иванович Миттов агроном пулса тăрăшнă. 1969 çулта ăна партком секретарĕ пулма шаннă.

Çав çулсенче Виталий Миттовпа Василий Антонов парти комитетĕнче çул тăвас ыйтăва çĕкленĕ. Унăн членĕсем ăна ырласа йышăннă, икĕ ял пухăвĕнче халăхпа пăхса тухнă. Пурте пĕр çын пек пулса «Çул тумалла», — тесе сасăланă.

1971-1972 çулсенче урам тăршшĕпех 6 метр сарлакăш тăпрас туса хатĕрленĕ. Çак ĕçре колхозри механизаторсемпе ял çыннисем ырми-канми вăй хунă. 1972-1975 çулсенче Сиккасси салин чи вăрăм урамне чул сарса тухнă.

Каярахпа, 1978-1981 çулсенче, колхоз председателĕ Виталий Миттов çак çула асфальт сартарнă.

Халĕ чул саракансем çинчен уйрăммăн каласа парас тетĕп. «Шупашкар — Ульяновск» трассăран пуçласа ял варринчи кĕпер патне çитме виçĕ çухрăма яхăн. Çав лаптăка Павел Прокопьевич Казаковпа Анна Ильинична Базян сарса тухнă. Малалла, ял вĕçне çити тата кĕпер урлă каçсан колхоз правленийĕпе лавкка таран, Павел Петрович Медведевпа Василий Петрович Якимов сарнă. Яманкассинчен çул сарнă çĕре Александр Герасимович шоферăн арăмĕ Анна Герасимова хутшăннă. Вĕсем чул сарнă чухне хăйăр çинче ларса ĕçленĕ. Хăйăрне, эпĕ астăвасса, Василий Иванович Шарапкин турттарса тăратчĕ. Чул сарнă çĕрте ĕçлекенсене пулăшакан çамрăк рабочисем те пулнă. Сăн ÿкерчĕкре ĕç вăхăтĕнче ÿкерсе илнĕ пикесем: Людмила Николаевна Емендюкова, Любовь Архиповна Шемякова тата Зоя Александровна Поверная.

Павел Казакова ялта Пракка Çÿппи тесе чĕннĕ. Халĕ мĕншĕн çапла чĕннине уçса паратăп.

Пĕлтĕр «Родом из Тобурданово» кĕнеке кун çути курчĕ. Кĕнекине Светлана Сергеевна Бойкăпа Вера Васильевна Хайбусь çырса хатĕрленĕ. Çав кĕнекере Сиккасси салинче 1700-1954 çулта пурăннă çынсем çинчен вуласа пĕлме пулать. Эпĕ те унта Павел Казаковăн ашшĕпе амăшне шыраса тупрăм.

Павелăн ашшĕ Пров Ксенофонтов пулнă. Вăл 1871 çулта çуралнă. 1896 çулта Терпит ялĕн хĕрне, Татьянăна качча илнĕ. Вĕсен тăватă ача çуралнă. Пурте вилсе пынă. Пиллĕкĕмĕш ачине çуратнă чухне мăшăрĕ те çĕре кĕнĕ. 1909 çулта Пров Ксенофонтов тепре авланнă. Арăмĕ Пелагея Егорова пулнă. Пелагеян ачисем Иосифпа Иустиния та пĕчĕклех вилнĕ. 1916 çулта Павел çуралсан, ăна «Çÿппи» тесе чĕнме пуçланă.

1937 çулта Павел авланнă. 1938 çулта ывăл ача, Николай, çуралнă. Мăшăрĕ вилнĕ пирки арçын 1940 çулта тепре çемье çавăрнă. 1941 çулта хĕрача, Елена, çуралнă. Павел вăрçăран хăрах урапа таврăнсан мăшăрĕ ăна пăрахса тепĕр çынна качча тухнă. Павел пуçне усман, Тутарстан Республикинчи Хăмăл ялĕнче пулас арăмне тупнă. Вĕсен Николай, Римма, Екатерина, Альбина çĕнĕ кайăксем çут тĕнчене килнĕ. Аслă ывăлĕ Николай ача çуртне лекнĕ пулнă, туслă çемье ăна та унтан илсе килсе пĕрле ÿс- тернĕ.

Павел Казакова вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн пĕрре мар награда парса чысланă. Çакнашкал документпа эсир те паллашма пултаратăр.

Павел Прокопьевичпа Анна Ильинична урам хушшине çул сарнă вăхăтра вĕсемпе чарăнса тăрсах калаçрăм. Чулĕсем пĕр тикĕс, пĕр-пĕрин çумне çурăксемсĕр выртнине асăрханă май ăстасене мухтарăм. «Хамăр валли вĕт, çавăнпа ĕмĕрлĕхе тума тăрăшатпăр», — терĕ Павел Казаков ун чухне. Анчах та çула сарса пĕтериччен пурăнаймарĕ, йывăр чире пула 1973 çулта ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Чыс та мухтав çакнашкал пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçа кĕртнĕ ăстасене!

Галина ТАЛЛЯ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *