Четверг, 2 мая, 2024
Главная > Публикации > Профилактика пысăк пĕлтерĕшлĕ

Профилактика пысăк пĕлтерĕшлĕ

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Канаш муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова ертсе пынипе правăна пăсассин профилактики енĕпе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ун вăхăтĕнче алкогольпе наркăмăшланса тата алкогольпе çыхăннă чирсене пула вилнĕ тĕслĕхсене тишкернĕ.

Ларăва комиссин членĕсем, территори уйрăмĕсен начальникĕсем хутшăннă. Канаш тĕп район больницин тĕп врачĕ Сергей Шерне доклад тунă.

«Алкоголь шĕвекĕсемпе иртĕ- хекенсене маларах тупса палăртни тата профилактика питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен алкоголизм туртăмĕллĕ çынсене вăхăтра нарколог патне ярсан, кирлĕ пек сиплеме пуçласан, психологи пулăшăвĕ кÿрсен çакă чир йывăрланса каяссинчен сыхлать, чылай чухне пациентсен пурнăçне çăлма та пулăшать», — палăртнă Сергей Александрович.

Алкоголе пула аталанакан кардиомиопатие, гастрита, пĕвер чирĕсене, панкреатита тата ытти чирсене сахаллатма тăрăшни алкоголь шĕвекĕсене пула вилекенсен шутне те чакарать.

Территори уйрăмĕсем тата ШĔМ ĕçченĕсем муниципалитетра час-часах ятарлă рейдсем ирттерсе çамрăксем тата çитĕннисем хушшинче эрех ĕçессин профилактикине ирттереççĕ. Алкоголь шĕвекĕсемпе тата спиртлă продукципе саккуна хирĕç майпа сутă тăвакан вырăнсене тупса палăртаççĕ.

Çавăн пекех йĕрке хуралĕн органĕсем, район администрацийĕн структурăлла пайĕсен ĕçченĕсем, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисем, медицина учрежденийĕсен представителĕсем профилактика учетĕнче тăракан çемьесене час-часах тухса çÿреççĕ.

Лару ĕçне пĕтĕмлетсе алкоголь шĕвекĕсемпе иртĕхекенсене тупса палăртассине тата профилактика ĕçне тата та вăйлатма йышăннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *