Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Йĕлтĕрçĕ марафонра палăрнă

Йĕлтĕрçĕ марафонра палăрнă

Йĕлтĕр спортне кăмăллакан Канаш ен спортсменĕсем юр кайиччен хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ шайри ăмăртура тĕрĕслесе пăхма пултарнă. Нумаях пулмасть вĕсем Киров облаçĕнче йĕркеленĕ марафон- ран таврăннă. Йĕлтĕрçĕсем унта 50 километрлă дистанцие парăнтарнă.

Ăмăртăва Раççейри хĕрĕх ытла регионтан пине яхăн спортсмен хутшăннă. Яманкасси ялĕнче пурăнакан Василий Агусев ветерансем хушшинче ăмăртса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Нарăс уйăхĕнче Ульяновск хулинче иртнĕ «Чĕмпĕр марафонĕнчен» пирĕн ентеш «ылтăн» медальпе таврăннă.

Кăçалхи сезона йĕлтĕрçĕсем ăшă çанталăка пула иртерех вĕçленĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума вĕсене ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *