Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ял халăхĕ субботника тухнă

Ял халăхĕ субботника тухнă

Юр кайнă кайман куç тĕлне мĕн тĕрлĕ кăна çÿп-çап тухса выртмасть-ши?

Вĕсене ачасем кăна мар, аслисем те пăрахса хăварма именмеççĕ. Çакнашкал çынсене хăйсем çав тăрăхра пурăнни те, кунсерен пĕр маршрутпа иртсе çÿрени те кăсăклантармасть имĕш.

Тавралăха тасатса тирпей-илем кÿрес тĕллевпе çулсерен субботниксем йĕркелеççĕ. Çакнашкал пархатарлă общество ĕçне Канашри муниципаллă округра пурăнакансем те ирттерме тытăннă. Ял халăхĕ урам хушшисене, çул хĕррисене тата çырма-çатрана çÿп-çапран тасатать.

Нумаях пулмасть Чакаç ялĕнче пурăнакансем ял масарĕ çине çитсе килнĕ, вĕсем туслă йышпа вил тăприсем çине тайăлнă тата хуçăлса аннă хăрăк йывăçсене каснă. Тураттисемпе вуллисене хăйсем хыççăн пуçтарса тирпейленĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *