Суббота, 14 декабря, 2024
Главная > Публикации > Бахтиёр ХОЛИКОВ: 1400-е яхăн çамрăка çара ярăпăр

Бахтиёр ХОЛИКОВ: 1400-е яхăн çамрăка çара ярăпăр

Раççейре çурхи призывăн хĕрÿ тапхăрĕ пырать. Кăçал çак кампани ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ. Пирĕн республикăра призыв мĕнле пурнăçланса пынипе Чăваш Ен çар комиссарĕ Бахтиер Холиков паллаштарчĕ.

— Çурхи призыв вăхăтĕнче Чăваш Енрен миçе çынна çар службине ăсатма палăртнă?

— Апрелĕн 1-мĕшĕнче çурхи призыв пуçланчĕ, вăл июлĕн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ. 2023 çулхи çурхи призыв вăхăтĕнче çара 1400-е яхăн çамрăка ярăпăр.

— Чăваш каччисене мĕнле çарсене яраççĕ? Малтанласа палăртнă разнарядка пур-и?

— Чăваш Енрен çара каякансене Раççей Федерацийĕн Хÿтĕлев министерствин пур çар округĕнчи çар тĕсĕсене тата Раççей гвардийĕн çар чаçĕсене ярĕç.

Призывниксенчен чылайăшне вĕренÿ пĕрлешĕвĕсемпе çар чаçĕсене вырнаçтарĕç. Унта вĕсем 5 уйăх таран çар техникипе ĕçлеме вĕренĕç, çар учечĕн специальноçне алла илĕç. Кайран çулталăк çитиччен (призывпа çара каякансен пĕтĕмĕшле служба срокĕ) юлакан вăхăта çар службинче ирттерĕç.

— Кăçал камсене отсрочка параççĕ?

— Сывлăхĕ тĕлĕшĕнчен çар службине вăхăтлăх кайма юрăхсăр тата çемьери йывăр лару-тăруллă — çывăх тăвана куллен пăхакан (енчен те çак çынна пăхма урăх çынсем çук пулсан) граждансене кăçал çар службине каяссинчен отсрочка парĕç. Çавăн пекех ВУЗсенче куçăмлă майпа вĕренекен студентсемпе аспирантсен, пĕччен ашшĕсен, икĕ е ытларах ачаллă ашшĕсен, 22 эрнерен пĕчĕк мар сроклă ача кĕтекен хĕрарăмсен мăшăрĕсен, саккун кăларакан влаçăн тĕрлĕ шайĕнчи депутачĕсен, ШĔМ сотрудникĕсен тата уголовлă-исполнительлĕ тытăмăн ĕçченĕсен, Росгварди çарĕсен служащийĕсен, таможня органĕсен ĕçченĕсен, пушар хурал службин ĕçченĕсен отсрочкăпа усă курма май пур. Пĕр çултан кая мар стажлă IT-специалистсем, аслă вĕренÿ заведенине пĕтернĕ хыççăн пĕр çулталăк хушшинче ĕçе кĕнĕ, пĕр çултан сахалрах стажлă çамрăк специалистсем те 27 çула çитичченхи отсрочкăпа усă кураяççĕ.

Кăçал отсрочкăн çĕнĕ тĕсĕ те вăя кĕнĕ. Вăл беженецсемпе куçса килнĕ çынсене пырса тивет. Унăн срокĕ — 3 уйăх çеç. Ăна Раççей гражданствине илнĕ куçса килме тивнĕ çынсене параççĕ. Беженецсем çинчен калас пулсан вĕсене Раççей гражданствине илнĕ хыççăн 6 уйăхлăха отсрочка параççĕ.

— Призыв кама пырса тивмест?

— Йĕркене пăснăшăн обязательнăй ĕçсене, юсанмалли ĕçсене янă, арестленĕ, ирĕкрен хăтарнă е ирĕке чакарнă, пăрахăçламан айăплавлă, следстви витĕмĕнчи çынсене çара илмеççĕ.

— Призывниксен ашшĕ-амăшĕ ачисене ятарлă çар операцийĕ иртекен зонăна ярасран шикленет. Çакăн çинчен мĕн калама пултаратăр?

— Раççей Федерацийĕн Президенчĕ тата çĕршывăн Хÿтĕлев министерстви пĕлтернĕ тăрăх, призывпа çара каякансене «вĕри точкăсене» ямĕç. Каччăсем Раççе-йĕн çĕнĕ регионĕсенчен — Донецк тата Луганск халăх республикисенчен, Херсон тата Запорожье облаçĕсенчен — аякра службăра тăрĕç. Çак çĕнĕ территорисенчи çамрăксене вара ку регионсенчи лару-тăру лайăхланиччен çара призывпа чĕнмĕç. Служба вăхăчĕ вĕçленнĕ призывниксене пурне те вăхăтра килĕсене ярĕç.

— Бахтиер Махмаджонович, призывниксене тата вĕсен ашшĕ-амăшне мĕн суннă пулăттăр?

— Раççейшĕн тивĕçлĕ вăхăт служби питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна ăнланни çарти коллектива хăнăхас йывăр тапхăра чăтса ирттерме пулăшать, яваплăха туйма вĕрентет. Интернетри информацие критикăлла йышăнма чĕнетĕп. Пире ырă сунман çынсен провокацилле информацине чăнласа ан йышăнăр.

— Калаçушăн тавтапуç.

Наталья МЕДВЕДЕВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *