Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Экологи акцийĕ иртнĕ

Экологи акцийĕ иртнĕ

Раççейре çулсерен «Раççей шывĕ» экологи акцийĕ иртет. Ун вăхăтĕнче çынсем пĕрле пуçтарăнса юхан шывсен, пĕвесен, кÿлĕсен çыранĕсене тĕрлĕ çÿп-çапран тасатаççĕ.

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче çак акцие хутшăнса Ямаш территори уйрăмĕн администрацийĕн тата культура тытăмĕн ĕçченĕсем, Ямаш ялĕнче пурăнакансем субботник йĕркеленĕ. Хастарсем пĕве çыранĕсене тата çывăхри территорие пластик тата кĕленче савăтсенчен, пĕр хут усă курмалли савăт-сапаран, полиэтилен хутаçсенчен тата ытти çÿп-çапран тасатнă.

Ямаш территори уйрăмĕн начальникĕ А. Андреев акцие хутшăннисене пурне те тав тунă, малашне те тавралăха тасарах тăвас тесе тăрăшма суннă.

Палăртса хăвармалла: çакăн евĕр мероприятисем питĕ усăллă. Вĕсем çутçанталăка упрама, хамăрăн тăрăха юратма вĕрентеççĕ, таврари илемшĕн яваплăха туйма хистеççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *