Пятница, 3 мая, 2024
Главная > Публикации > Хирте ĕç шавĕ шăпланмасть

Хирте ĕç шавĕ шăпланмасть

Уйсенче тракторсен шавĕ пĕр самантлăха та шăпланмасть. Çитĕнтернĕ тухăçа вăхăтра та тăкаксемсĕр пуçтарса кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса çĕр ĕçченĕсем кашни самантпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Округри хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртес ĕçе вĕçлесе пыраççĕ.

Çавăн пекех кĕрхи культурăсене акас, силос хатĕрлес ĕçсем те пыраççĕ. Çавна май çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Канаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов хуçалăхсене çитсе лару-тăрупа вырăнта паллашнă.

Чи малтанах вăл Киров ячĕллĕ ЯХПК-на çитсе курнă. Ку хуçалăхра кĕрхисене 350 гектар çинче акма планлаççĕ. Çак ĕçре опытлă механизатор Андрей Никифоров «Кировец-735» тракторпа тăрăшать.

Малалла Сергей Николаевич В.М.Никоновăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче силос мĕнле янтăланипе паллашнă. Хуçалăхра утта пĕрремĕш хут çулсан 750 тонна сенаж хывнă, иккĕмĕш хут çулнинчен 700 тонна силос хатĕрлеме планлаççĕ. Силос янтăланă çĕрте Никоновсем çемйипех ĕçлеççĕ. ХФХ ертÿçи Валерий Михайлович симĕс массăна çулать, ывăлĕсем Александрпа Андрей турттарса тăраççĕ, Валерий хăти пусарса пырать.

«Агрофирма «Канмаш» ООО-ра тыр-пул культурисене пуçтарса кĕртес ĕç кал-кал пырать. Хуçалăхра çак культурăсем пурĕ 1747 гектар йышăнаççĕ, çав шутра 900 гектар — кĕрхисем. Çурхи тулла вырнă çĕрте 6 комбайн ĕçлет, вырмана вĕçличчен нумай та юлман. Сергей Николаевич хуçалăхра тăрăшакансене ĕçе вăхăтра вĕçлесе пысăк тухăç илме суннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *