Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Уйра текех кашламĕ сĕм вăрман Тыр-пул пусси куçа илĕртĕ аякран

Уйра текех кашламĕ сĕм вăрман Тыр-пул пусси куçа илĕртĕ аякран

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Канаш тăрăхĕн кашни кĕтесĕнче вăйлă хуçалăхсем ĕçленĕ. Ачча енче, сăмахран, — «Советская Армия», «Рассвет», «Победа»; Кăшнаруй тăрăхĕнче — «Россия», «Правда», «Нива», «Сормовский»; Ăвăспÿрт ялĕн çĕрĕсем çинче — «Заря»; Вăтакас Кипечре — «Урожай», «Яндоушский»; Шаккăл ялĕн уйĕсенче — «Советская Чувашия», «Аниш»; Янкăлчра — «Мир» тата «Восток»… Вĕсем пысăк лаптăк çĕр çинче тыр-пул туса илнĕ. Çак хуçалăхсем саланнă хыççăн вырăнти çĕрсем çинче малтанхи тапхăрта ĕçлекенсем тупăнман.

Пысăках мар хресчен-фермер хуçалăхĕсем йĕркеленнĕ-ха, анчах та ака-суха ĕçĕсене вĕсем пĕчĕк лаптăксем çинче кăна туса ирттернĕ. Çак сăлтава пула ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче малтан çум курăк кашланă, каярах вĕсене вĕтлĕх вăрман пусса илнĕ. 25 çул хушшинче çак йывăçсем чăн-чăн вăрмана çаврăннă.

2017 çулта вăрман касса пусă çаврăнăшне кĕртмелли çĕрсем Канаш тăрăхĕнче 9925 гектар шутланнă. Ачча ял тăрăхĕнче вĕсене, калăпăр, 1124 гектар çинче тупса палăртнă. Кăшнаруй енче йывăçсем 1126 гектар çинче кашланă. Ăвăспÿрт Кипеч ялĕ çывă- хĕнчи 1056 гектар çĕр вăрмана çаврăннă. Вăтакас Кипеч енчи уйсем те палламалла мар ушлăннă, 3678 гектар çĕре йывăç пусса илнĕ. Шаккăл енче 900 гектар лаптăк çинчи уйсем чылай вăхăт хушши суха касси курман, Янкăлчра çакнашкал çĕрсем 194 гектара çитнĕ.

Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли патшалăхăн тĕллевлĕ программине пурнăçлама тытăнсан канашсем республикăра чи кайра пынă. Çакă чи малтанах çĕр хуçисем асăннă лаптăксене алăран-алла куçарса пынипе çыхăннă. Çав вăхăтрах хăйсем çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçламасăрах «тухса тарнă» инвесторсем те пĕлтерĕшлĕ ĕçĕн хăвăртлăхĕ çине япăх витĕм кÿнĕ.

Малтанхи тапхăрта Ăвăспÿрт Кипечпе Вăтакас Кипеч уйĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме «Агропром» фирмăпа килĕшÿ тунă пулнă, Шаккăл енче «Бородино» компани ĕçлеме килĕшнĕ. Анчах та вĕсем сăлтавĕсене палăртмасăрах пирĕн тăрăхран пăрахса кайнă. Вĕсен вырăнне яваплă инвесторсем тупăннă хыççăн лав тинех вырăнтан тапраннă, «çерем уçассипе» округри çĕр ĕçченĕсем Чăваш Енре малтисен ретне тухнă.

2019 çулта вĕсем 1351 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. 2020 çулта çак кăтарту 360 гектарпа танлашнă. Канаш тăрăхĕнче хальхи вăхăт тĕлне вăрман касса ĕçе кĕртмелли ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 2600 гектар çĕр юлнă. Ăна пурнăçлама виçĕ çуллăх ĕç планĕ çирĕплетнĕ, унпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх ĕçченĕсен çуллен 800 ытла гектара вăрмантан тасатса пымалла пулĕ.

Хальхи вăхăтра ку енĕпе «Канмаш» пĕрлĕхпе Никонов, Макаров, Владимиров тата Димитриева хресчен-фермер хуçалăхĕсем кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ. Ĕçсене пуçăниччен вĕсем малтан проект хатĕрлеççĕ, ăна ятарлă инстанцире экспертиза кăларнă хыççăн уйсене вăрмантан тасатма пикенеççĕ. Палăртнă ĕçсене туллин пурнăçланисем патшалăх пулăшăвне тивĕçĕç, документсене хатĕрлесе регионти Ял хуçалăх министерствине тăратнă хыççăн тăкаксен çуррине (вăрман каснăшăн, йывăçсене турттарса тухнăшăн, уя кăктымартан тасатнăшăн, çĕре акма хатĕрленĕшĕн) субсиди парса саплаштарĕç. Кăçал çак тĕллевпе республика бюджетĕнче 9 миллион та 900 пин тенкĕ укçа пăхса хăварнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *