Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Сасăлава хутшăнма васкăр

Сасăлава хутшăнма васкăр

Пĕтĕм Раççейри «Халăх участковăйĕ — 2023» конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ пуçланнă. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикинчи чи лайăх участковăйне палăртаççĕ. Кăçал çак конкурса участковăйсен службине 100 çул çитнине халалланă.

Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерствин официаллă сайтĕнче ирттерекен онлайн сасăлавра граждансем пирĕн регион чысне федераци тапхăрĕнче хÿтĕлеме полицин участокри уполномоченнăйне суйлаççĕ. Сасăлав авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен пырĕ.

Канашри округăн шалти ĕçсен пайĕнчен çак конкурса кăçал иккĕн хутшăннă. Сергей Пахомов ?сулахайри/ тата Алексей Иванов. Сергей Иванович — Атнашпа Шăхасан территори пайĕсенче, Алексей Владимирович Ухман, Ăвăспÿрт Кипеч тата Вăтакас Кипеч тăрăхĕсенче йĕркелĕх хуралĕнче тăраççĕ.

Аса илтеретпĕр, конкурс сасăлавĕ Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерствин сайтĕнче пырать. Хамăрăн ентешсемшĕн унти списокра тупса сасăламалла.

Любовь АНТОНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *