Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Фермерсен сÿтсе явмалли чылай

Фермерсен сÿтсе явмалли чылай

Республикăра нумаях пулмасть фермерсен слечĕ иртнĕ. Унта ялсенчи вак тата вăтам агробизнесăн 200 ытла представителĕ хутшăннă.

Мероприятие пуçтарăннисем çавра сĕтелсене хутшăнса отраслĕн аталанăвне, туса илекен продукцин экспортне, патшалăх пулăшăвне сÿтсе явнă. Çавăн пекех фермерсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă.

«Тĕрлĕ пулăшу формисем урлă эпир фермерсен юхăмне пуçарса ятăмăр. Сыр тăвакансем, пахча çимĕç çитĕнтерекенсем пирĕн чылайăн, аквакультура тата çырла ÿстересси те аталанса пыраççĕ. Хальхи тапхăрта пирĕн тавара малалла яма, çав шутра экспортлама вĕренмелле. Экспорт ĕçне паянхи кун РФ Правительстви пысăк пулăшу кÿрет», — палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Ялти предпринимательлĕхе аталантарасси çине 2012 çулта пысăк тимлĕх уйăрма пуçланă. Ятарлă программăсем вăя кĕнĕренпе хуçалăхсене пулăшма бюджетран 3 миллиард тенке яхăн янă. Субсидированипе 631 фермер тата 20 кооператив усă курнă.

«Чăваш Енре фермерсем 4 тĕрлĕ грантпа усă курма пултараççĕ: тин ĕçе пикенекенсем валли — «Агростартап», вăтам шайра — çемье фермисен гранчĕ тата «Перспектива», çÿллĕ шайра — ял хуçалăх кооперативĕсен пурлăхпа техника базине аталантармалли грантсем. Регионти кашни виççĕмĕш фермер тата кашни пиллĕкмĕш кооператив патшалăх пулăшăвĕн çак мерисемпе усă курнă», _ пĕлтернĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Слет вăхăтĕнче Чăваш Енри чи лайăх фермерсен ячĕсене те асăннă. Регионти хуçалăхсен рейтингне кăçал пĕрремĕш хут хатĕрленĕ. Фермерсен ĕçне хакланă чухне çĕр лаптăкĕсен калăпăшĕ, выльăх шучĕ, техника шучĕ, ĕç укçи шайĕ, ĕçлекенсен шучĕ, парăмсем çукки, тупăшлăх çине пысăк тимлĕх уйăрнă.

Палăртма кăмăллă: республикăри чи лайăх фермерсен йышне Канаш округĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Алексей Макаров та кĕнĕ. Рейтингра вăл — пиллĕкмĕш вырăнта.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *