Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Педагогсем канашланă, тĕллевсене палăртнă

Педагогсем канашланă, тĕллевсене палăртнă

Урамра çанталăк кĕр еннелле сулăнни сисĕнет, часах ачасем çурăм хыçне сумка çакса шкул сукмакне куллен такăрлатма пуçлĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçличчен вĕрентекенсем пĕрле пуçтарăнса канашлу ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал та çурлан 28-мĕшĕнче Канаш муниципаллă округĕнче вĕренÿ тытăмĕнче вăй хуракансем конференцие пуçтарăнса çивĕч ыйтусем тавра калаçнă, çитес вĕренÿ çулĕ валли тĕл- левсене палăртнă, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче курăмлă кăтартусемпе палăрнă ĕçченсене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысланă.

Кăçал конференцин тĕп темине «Пĕрлехи вĕрентÿ хутлăхĕ, Канаш муниципаллă округĕн вĕрентÿ тытăмĕн тĕп тĕллевĕсем» тесе палăртнă. Зала педагогсем, вĕренÿ учрежденийĕсен директорĕсем, общественноç представителĕсем, çавăн пекех округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов та хутшăннă. Конференци пуçланиччен хăнасем вĕренÿ учрежденийĕсем хатĕрленĕ курав экспозицийĕсемпе паллашнă.

Администраци пуçлăхĕн çумĕ — муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Лариса Сергеева мероприятие уçнă, конференци темине çутатса тĕплĕ доклад тунă.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 27 учреждени тата 13 ача сачĕ ĕçлĕ. Пурĕ вĕренÿ тытăмĕнче 1073 çын ĕçлет, вĕсенчен 493-шĕ – педагогика ĕçченĕсем. 378 педагог – аслă пĕлÿллĕ, 310 педагог — аслă тата пĕрремĕш квалификаци категорийĕллĕ.

Доклад вăхăтĕнче çулсерен шкул ачисен шучĕ чакса пынине палăртнă. Енчен те пĕлтĕр шкулсенче пурĕ 2874 ача пулнă пулсан, кăçал вĕсен шучĕ 2751 ачапа танлашмалла. Пĕрремĕш класа каякансен шучĕ те çулсерен чакса пырать. Кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 206 ача пĕрремĕш хут парта хушшине лараççĕ, ку пĕлтĕрхинчен 31 ача сахалрах. Апла пулин те, ачасен шучĕ чакни вĕрентĕвĕн пахалăхне те чакармаллине пĕлтермест. Вĕрентÿ шайĕ çулсерен ÿссе пымалли чи пĕлтерĕшлĕ тĕллев пулнине палăртнă Лариса Николаевна.

Çавăн пекех вăл шкулсенчи профильлĕ классем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Акă, Шуркасси тата Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕсенче — агроклассем, Шăхасан шкулĕнче — медицина класĕ, Вăтакас Татмăш шкулĕнче педагогика класĕ ĕçлет. Республикăри ятарлă пилотлă проектпа килĕшÿллĕн авăнăн 1-мĕшĕнчен округри 10 шкулта тĕрлĕ енлĕ вĕренÿпе производство класĕсем ĕçлеме пуçлĕç, çав шутра «Медицина», «Çĕвĕ ĕçĕ», «Строительство», «Ял хуçалăхĕ», «Экономика тата управлени» тата ыттисем те. Округри виçĕ шкулта — Янкăлч, Ухман тата Сиккасси шкулĕсенче — кадет класĕсем пур. Кадетсем тĕрлĕ конкурссене активлăн хутшăнаççĕ, пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Сăмахран, Янкăлч шкулĕн кадечĕсем тата çамрăк армеецĕсем республика шайĕнче çеç мар палăраççĕ, регионсем хушшинчи тата пĕтĕм Раççей шайĕнчи мероприятисенче республика чысне хÿтĕлеççĕ. Унсăр пуçне Янкăлч, Чакаç тата Пайкилт шкулĕсенче шырав отрячĕсем пур. Вĕсен ăнăçăвĕ çине педагогсемпе ачасем пĕрле тăрăшни пысăк витĕм кÿрет.

Лариса Николаевна шкулсенче кадрсем çитменни çине те тимлĕх уйăр- нă. Хальхи вăхăтра округри тĕрлĕ шкулсенче математика, физика, информатика, акăлчан чĕлхи, хими, биологи, ОБЖ учителĕсем, пĕр ача садĕн-че музыка ертÿçи кирлĕ. Ку çивĕч ыйтăва вĕренÿ çулĕ пуçланиччен татса пама тăрăшмалла. Çав вăхăтрах педагогсен коллективĕ çĕнĕ кадрсемпе пуянланни те сисĕнет. Акă, Екатерина Николаева — Чакаç вăтам шкулĕнче физкультура, Алина Федотова — Сухайкасси тĕп шкулĕнче музыка, Анастасия Иванова Вăрăмпуç тĕп шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентме пикенĕç.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарса пынă ятпа пуçтарăннисене муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов та саламланă. «Вĕрентÿ сферинчи специалистсен çÿллĕ шайне вĕсен вĕренекенĕсен пĕлĕвĕ кăтартса парать тесе шутлатăп. Йăлана кĕнĕ конференци вăхăтĕнче эсир çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли тĕллевсене палăртрăр, тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕр», — тенĕ вăл.

Савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă ĕçченсене РФ Çутĕç министерствин Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин, Канаш муниципаллă округĕн администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисене шкул ачисен Спартакиадин Кубокĕсене панă.

Конференцие пуçтарăннисем пĕтĕмлетсе çакна палăртнă: çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать, апла çанă тавăрса ĕçе пикенмелле, çĕнĕ çитĕнÿ-сем патне талпăнмалла.

Наталья Калашникова

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *