Главная > Публикации > Юбилейпа саламланă

Юбилейпа саламланă

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан Геннадий Белов 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Ял хуçалăх ĕçĕн ветеранне çуралнă кунпа Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов, муниципалитетри ветерансен организацийĕн председателĕ Виталий Петров тата вырăнти АПК ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Валерий Долгов саламланă. Вĕсем Геннадий Степановича Хисеп грамоти тата парне панă.

Çав кун Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерне Геннадий Белова Пĕтĕм Раççейри ĕçпе вăрçă, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралçисен ветеранĕсен общество организацийĕн Хисеп паллипе те чысланă. Çак паллăпа ветерансен юхăмĕн хастарĕсене парса хавхалантараççĕ. Геннадий Степанович Шаккăл тăрăхĕнчи ветерансен организацине 20 çул тÿрĕ кăмăлпа ертсе пынă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *