Четверг, 23 мая, 2024
Главная > Публикации > Çĕнтерÿ кунне Латвире кĕтсе илнĕ

Çĕнтерÿ кунне Латвире кĕтсе илнĕ

Тихонов Георгий Тихонович (20.01.1924 – 31.12.2008 ç.ç.) Çĕрпÿ уесĕн Шăхасан вулăсĕн Ухман ялĕнче (халĕ Чăваш Республикинчи Канашри муниципаллă округа кĕрет) çуралнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе Яппун вăрçин участникĕ.

Георгий Тихонов хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. 7 çул вĕренмелли шкула пĕ-тернĕ хыççăн Канаш хулинчи 2-мĕш вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. Вĕренÿ тÿлевлĕ пулнă, çемьере укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе ашшĕ ăна тÿлеймен, çавăнпа та Георгин шкула пăрахса Канашри вакун юсакан завода тĕрлĕ ĕç тăвакана вырнаçма тивнĕ.

Г. Тихонова 1942 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Канашри пĕрлештернĕ çар комиссариатĕнчи призыв комиссийĕ мобилизациленĕ. Ăна çар службине юрăхлă тесе йышăнса Горьки облаçĕнчи Гороховецри вĕрентÿ полкне янă. 1942 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче çар присягине йышăннă. Кĕçĕн командирсен шкулĕнче 4 уйăх вĕреннĕ хыççăн аслă сержант звани илнĕ. 6-мĕш гварди артиллери дивизийĕн 612-мĕш çăмăл артполкĕнче артиллери орудийĕн командирĕ пулса тăшманпа кĕрешнĕ. Тă-ван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1942 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулхи нарăс уйăхĕччен пулнă. 1950 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче СССР Министрсен Канашĕн постановленийĕпе ăна запаса ăсатнă. Георгий Тихонова икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденĕпе, «Хастарлăхшăн», «1941_1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» тата ытти медальсемпе наградăланă. «Казтрансстройăн» 541-мĕш строительствăпа монтаж пуйăсĕ çинче газоэлектросварщикре ĕçленĕ, ла-йăх кăтартусемпе палăрнă.

Георгий Тихонович Тихоновăн аса илĕвĕсенчен:

— Вăрçăра мана Турă сыхларĕ. Пĕр пуля та ман кăкăра лекмерĕ. «Эс, ывăлăм, кĕпепе çуралнă», — тенĕччĕ мана ялти пĕр кинемей. Темиçе çултан сурансем çеç мар вăрçă çинчен аса илтернине ăнлантăм. «Вăрçă» сăмаха илтсенех манăн чĕрене çулăм ярса илет.

Аса илĕве телевизора чарнă пек чарса лартма çук: кнопкăна пуснă та — вăл çухалнă. Тата мĕн тĕлĕнмелли: вăрçă вăхăтне çулсем иртнĕçемĕн йывăртарах та йывăртарах аса илме. Миçе хутчен эпĕ çĕрле вăранман-ши? Кашнинчех эпĕ хама салтак формипе пылчăк тăрăх утнине, çул тăрăх машинăсем малалла талпăннине куратăп. Тĕксĕм пĕлĕтсенчен вĕтĕ çумăр çăвать. Унсăр пуçне çумăр вăхăтĕнче нимĕç самолечĕсем вĕçсе килсе бомбăсем пăрахатчĕç. Çул çинчи машинăсем мишеньсем пек тăратчĕç. Эпир — ăçта килнĕ унта! Малтан эпĕ çухалсах кайрăм: ăçта чупмалла? Йĕри-тавра аслати, сирпĕнни, шăхăрни, çĕр кашни утăмра çурăлать, аманнисем кăшкăраççĕ. Вара эп çакăн пек те пулма пултарнине ăнлантăм. Пуçра пĕр шухăш çеç: тармалла. Анчах ăçталла?

Вăрçăра эпĕ уйрăм паттăрлăх кăтартман, эп герой мар. Çÿллĕ шайри офицер званийĕ ман пулман. Вăрçăра тем те пулма пултарать: паян эпир чакатпăр, ыран — тăшмансем. Фашистсем пирĕн артполка çĕнтерес тесе нумай тăрăшрĕç.

Пĕрремĕш «Хастарлăхшăн» медале эпĕ Старая Русса хулинчи çапăçура тивĕçрĕм. Ку 1943 çулхи нарăс уйăхĕнче пулчĕ. Нимĕçсем ун чухне лайăх хÿтĕлев линийĕ туса хунăччĕ. Чугун çул вĕсен «йăвинчен» аяларах вырнаçнăччĕ. Темле пулсан та эпир фашистсен хÿтĕлев линийĕ патне çывхарса ăна сирпĕт-се яма шут тытрăмăр. Çĕрле тупăсене çунасем çине хурса пăр тăрăх тÿррен кайрăмăр. Йĕри-тавра тап-таса, унта-кунта çеç пĕчĕк тĕмсем. Тĕттĕмре эпир тăшман патне çывхартăмăр. Сасартăк çуна айĕнче пăр çурăлчĕ те пĕр тупă шыва путрĕ. Нимĕçсем пăр çурăлнине илтсе пеме пуçларĕç. Эпир хирĕç петĕмĕр. Тĕттĕмре фашистсен пăшалĕсен пенĕ çути лайăх курăнса тăчĕ. Çапла чугун çула çĕнсе илтĕмĕр, фашистсем иккĕмĕш лини хыçне чакрĕç.

Хĕрлĕ Çăлтăр орденне эпĕ фашистсен танкне тĕп тунăшăн тивĕçрĕм. Иккĕмĕш хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденне Балти таврашĕнчи, Калининград хули çывăхĕнчи çапăçушăн пачĕç. Çĕнтерÿ кунне Елгавăра (Латви) кĕтсе илтĕм. Анчах та çакăнпа маншăн вăрçă вĕçленмерĕ. Пирĕн батальона Инçет Хĕвелтухăçне ячĕç. Унта эпир яппун милитарисчĕсемпе çапăçрăмăр.

Наталья МЕДВЕДЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *