Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов Янкăлч салинчи çĕнĕ шкул стройкине çирĕп контроллесе тăрать.
Çавна май вырăна тухса подрядчикпа тата шкул ертÿлĕхĕпе тăтăшах планеркăсем ирттерет.
Хальхинче округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов шкул тăррине витекенсен, кантăк лартакансен тата инженери сечĕсене хывакансен ĕçне хак панă, пур ĕçе те срокпа килĕшÿллĕн, пахалăха тĕпе хурса пурнăçламаллине асăрхаттарнă.
Пĕлме, çĕнĕ шкулта 165 ача пĕлÿ пухĕ. Проектпа çавăн пекех ача сачĕ те пăхса хăварнă. Çак тĕллевпе шкул çумĕнче хушма пристрой хăпартĕç. Унта пĕчĕк ачасем валли 40 вырăн пулĕ. Строительство валли пĕтĕмпе 270 миллион ытла тенкĕ укçа уăрĕç.