Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ентешлĕх уявĕ иртрĕ

Ентешлĕх уявĕ иртрĕ

«Канашсем» ентешлĕх уявне халалланă мероприяти шăматкун, раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Шупашкарта К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ.

Ăна ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене тата вĕсен çемйисене пур енлĕн пулăшса пырас тĕллевпе йĕркелерĕç. Уявра патриот-çемьесене ăшă тата ырă сăмахсем каласа хавхалантарчĕç, Тав хучĕсем парса чысларĕç. Çавăн пекех салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарас ĕçре пысăк хастарлăх кăтартакан волонтерсене те уйрăммăн палăртса хăварчĕç.

Уява пуçтарăннă канашсене ентешлĕх ертÿçи Юрий Тарасов, Анатолий Кибеч çыравçă, округ пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чернов, вырăнти депутатсен пухăвĕн ертÿçи Сергей Шерне, Раççей Паттăрĕ Николай Гаврилов тата ытти хисеплĕ хăнасем саламларĕç.

Юрий Тарасов ентешлĕх çулран-çул çирĕпленсе пынине пĕлтерчĕ. Канашсем яланах хăйсен ĕçченлĕхĕпе тата ырă кăмăлĕпе палăрса тăнине каларĕ. Ентешлĕх чăмăрĕнче тăракан хастарсем Канаш тăрăхĕнчен тухнă тата унта пурăнакан çынсене йывăр вăхăтра кашнине пур енлĕ пулăшма хатĕр пулнине уçăмлатрĕ. Вĕсен ырă пуçарăвĕсене хапăлласа йышăнса пурнăçа кĕртме тĕрев парассине шантарчĕ.

Уявра хăнасем концерт курса кăмăлĕсене çĕклерĕç. Фойере йĕркеленĕ алĕç куравне хак пачĕç. Пĕр-пĕринпе курса калаçма тÿр килнишĕн савăнăçне пытармарĕç.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *