Воскресенье, 26 мая, 2024
Главная > Публикации > Йăнăшсемсĕр никамăн та пулмасть

Йăнăшсемсĕр никамăн та пулмасть

1952 çулхи ака уйăхĕн юлашки кунне нихăçан та манас çук. Ун чухне хамăн çывăх юлташпа Петр Руссковпа çурранах Канаш хулине тухса кайнăччĕ. Çул çывăх мар, анчах эпир çамрăк пулнă май йывăрлăхран хăраса тăман. Пирĕн тĕллев – районти «Коммунизмшăн» хаçата çитсе унта ĕçлекенсемпе паллашасси. Редакци чиркÿпе юнашар ларакан симĕс сăрăпа сăрланă пĕр лутра çуртра вырнаçнăччĕ. Çав çуртрах типографи тата хулари «Путь Ильича» хаçат та пурччĕ. Çурт тавралла вăрăм карта тытса çаврăннăччĕ.

Пире, çамрăк ялкорсене, Андрей Алексеев редактор, Геннадий Васильевпа Степан Аслан журналистсем кĕтсе илчĕç. Эпир илсе килнĕ заметкăсене Стапан Аслан вуласа тухрĕ, хушусемпе сĕнÿсем пачĕ.

«Малтанах пурне те йывăр, йăнăшсемсĕр вара никамăн та пулмасть», – терĕ вăл. Унтан хăй умĕнчи машинкăпа çапнă хут тĕркине илчĕ те: «Курăр-ха, çак йĕркесене çырассишĕн мĕн чухлĕ тăрăшнă, апла пулин те вĕсем пулсах çитеймен».

Эпир хут листисене унтан та кунтан хĕрлĕ кăранташпа туртса пĕтернине асăрхарăмăр.

Малтанласа эпир Аслан журналист кăна мар, çыравçă та пулнине пĕлмен. Чылай вăхăт иртсен кăна «Ахрат» романа тытса вуларăмăр. Хаçатра ĕçленĕ çулсенче вăл «Сехмет», «Алла-аллăн», «Хăват» романсем те çырнă иккен. Писатель пулма ăна çамрăк чухне почтальонра çÿрени те пулăшнă пулмалла. Шуркассинчи почта уйрăмне пилĕк çухрăма çÿренĕ вăл, тĕрлĕ çынсемпе курса калаçнă, пулса иртнине, уйрăм шухăшсемпе сăнарлă каланисене пуçтарса пынă.

Ун арăмĕн йăмăкĕпе Ефросиния Шакуловапа тĕл пулсан вăл çапла каласа пани асра юлчĕ: «Пĕррехинче аппапа йысна вутă татнă. Чылай тăрмашнă хыççăн ĕç вĕçленмелле пек. Анчах юлашки сыппине татса пĕтермесĕрех йысна пÿрте хыпăнса кĕрсе кайнă. Пуçне темле шухăш пырса кĕнĕ те ăна манса каясран хут çине çырса хума васканă. Хăрах аллипе сăпка сиктерсе тепĕр аллипе повесть е роман çырнине те пĕрре кăна мар курнă. Ирĕккĕн çыру ĕçĕпе кăна ларма май пулман унăн».

Степан Аслан Кĕçтук Кольцовпа, Анат Сурăм каччипе, туслă пулнă, вĕсене литературăна юратни пĕр-пĕрин патне туртнă. Юлташĕ фронтра пуçне хурсан унăн еткерлĕхне упраса хăварассишĕн тата ун ят-сумне халăхра сарассишĕн Аслан питĕ çине тăнă, сăввисемпе фронтран янă çырăвĕсене пухнă, статьясем пичетлесе кăларнă. Вăл тăрăшнипех 1963 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Кĕçтук Кольцовăн «Сăвăсем» кĕнеки кун çути курнă. Степан Аслан пуçарăвĕпех сăвăçăн тăван ялĕнчи çурчĕ çине асăну хăми çакнă.

Степан Аслан хăйĕн произведенийĕсене ялтах калăпланă. Çавăнпах-тăр, ял пурнăçĕ çывăх пулнăран, ун кĕнекисем чуна тыткăнлаççĕ. Хăй хайлавĕсенче вăл ялти чăн пурнăçа сăнласа панă, паллах, тĕп геройсен хушамачĕсене ун улăштарма тивнĕ. Хăшĕсем хăйсем çинчен çырнине туйса ăна юнанă, ятлаçнă, суда парассипе те хăратнă. «Суда параймас- тăн, сан пекки çĕр çинче нумай», — тенĕ автор.

Степан Аслан патне Шупашкартан паллă поэтсемпе писательсем килсе çÿренĕ: Валентин Урташ, Николай Евстафьев, Илпек Микулайĕ тата ыттисем те. Илпек Микулайĕ, «Ахрат» романăн редакторĕ пулнă май, хайлав авторĕ патĕнче сахал мар кунпа çĕре кĕскетнĕ.

Аслан ятне пысăк хавхаланупа çырса хăварнă кĕнекесем манма памаççĕ. Уçăмлă чĕлхепе çырнă «Ешĕл хунав пурнăçăм» аса илÿ кĕнеки хăйне евĕр палăк мар-и? Çĕнĕ Шăхаль ялĕ те вăл лартнă палăках. Унта çыравçă пурăннă, çав тăрăхри пулăмсене историне кĕртсе хăварнă.

Темиçе çул каялла Чăваш кĕнеке издательстви çÿлерех асăннă аса илÿ кĕнекине «Ростки жизни» ятпа вырăсла пичетлесе кăларчĕ. Унта 1930-мĕш çулсемпе вăрçă умĕнхи тапхăра, район хаçатĕнчи ырă ĕçсене сăнланă. Палланă хушаматсем тăтăш тĕл пулаççĕ. Акă пирĕн тăрăхран тухнă авторсем пирки Аслан çапла çырнă: «Трофим Иванов-Таçук, уроженец деревни Богурданы, с юных лет начал писать в нашу газету. Присылал смелые и резкие корреспонденции. Он создал большую поэму «Такташ», но потерял ее в годы войны. Позднее он пристрастился к юмору и сатире. Иванов-Таçук вырос до ответственного секретаря журнала «Капкăн».

Вăрçă умĕнхи хастар авторсен шутне вăл Вăтакас Татмăш ялĕнчи Василий Смирнов-Йăваша та кĕртнĕ. Ку йĕкĕт вăрçăран таврăнайман. Шел пулин те, темле сăлтава пула ун ятне «Астăвăм» кĕнекене хатĕрлекенсем сиктерсе хăварнă. Стапан Аслан ятне вара, вăл нумай çул район хаçатĕнче

тăрăшнă пулин те, «Энциклопедия чувашской журналистики» кĕнекене кĕртме маннă.

Михаил ВАСИЛЬЕВ, Йăлмачча ялĕ

Ÿкерчĕкре: Т. Иванов-Таçук, Г. Ефимов, С. Аслан, С. Ефимова «Коммунизмшăн» хаçат редакцийĕнче. 1958 çул.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *