Воскресенье, 26 мая, 2024
Главная > Публикации > Манăçа тухнă ырă йăла-йĕркене аса илнĕ

Манăçа тухнă ырă йăла-йĕркене аса илнĕ

Нумаях пулмасть Мăкăр ялĕнчи авалхи чугун çул кĕперĕ çывăхĕн-че параппанпа горн сассисем тата пионерсене халалланă хаваслă юрăсем янăранă.

Мăкăр ялĕн хисеплĕ çынни Леонид Михайлов тавра пĕлÿçĕ уява пуçтарăннисене пионерсен историйĕпе паллаштарнă, шкул çулĕсене ырăпа аса илнĕ.

Мăкăр ялĕнче пурăнакансем чуна тыткăнлакан илемлĕ вырăнта манăçа тухнă ырă йăла-йĕркене аса илнĕ, унтах спорт мероприятийĕсем те йĕркеленĕ, унтан тутлă пулă шÿрпипе сăйланнă.

Уява Хусан хулинчен виадуг курма килнĕ туристсем те хутшăннă. Вĕсем кĕпер çывăхĕнче ачалăхпа шкул çулĕсен ытамне лекнĕ, çавăн пекех вăйă- ăмăртура та хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма пултарнă. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсем парса чысланă. Хăнасене уяв сĕтелĕ хушшине те йыхравланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *