Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хуçалăхсем утă хатĕрлеме тухрĕç

Хуçалăхсем утă хатĕрлеме тухрĕç

Çимĕк хыççăн ял халăхĕ мĕн ĕлĕкрен утта пикеннĕ. Çак вăхăт тĕлне çĕр ĕçченĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлеме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Енчен те ытти çулсенче выльăх апачĕ хатĕрлеме Акатуй уявне паллă тусан тухнă пулсан, кăçал çак яваплă тапхăра округра иртерех пуçăнчĕç.

Кăçал Канаш енри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен 4300 тонна утă типĕтсе кĕртмелле тата 14000 тонна сенаж хывса хăвармалла. Хальхи вăхăтра утçие Киров ячĕллĕ ЯХПКпа «Агат» пĕрлĕх ĕçченĕсем тата Никоновпа Семенов фермерсем пуçăннă.

Никонов фермерăн нумай çул ÿсекен курăксен уйĕсенче икĕ агрегат ĕçлет, механизаторсем талăкра çирĕмшер гектар курăк çулаççĕ. Вăл типсе кушăхнă хыççăн уя пресс çаклатса тухĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *