Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Сидерат тăпра пулăхлăхне ÿстерме пулăшать

Сидерат тăпра пулăхлăхне ÿстерме пулăшать

«АСК _ Канаш» пĕрлĕх уйĕсенче донник лаптăкĕсем куçа илĕртеççĕ. Патнерех пырсассăн вĕсем çеçкене ларма хатĕр- ленни палăрать. Бутонсем халь-халь уçăлса кайĕç тейĕн. Мĕн ку; Ешĕл уй тăрăх техника чупни те курăнать-çке, хăватлă тракторсем метр çурă ытла çĕкленнĕ сĕтеклĕ курăка дискаторсемпе ватса çĕр ăшне хываççĕ.

— Пăшăрханма кирлĕ мар, донника эпир сидерат валли иртнĕ çулах акса хăварнă. Вăл çĕр ăшне çурхи культурăсемпе пĕрле варăннă. Кĕркунне тырра пучах çÿллĕшĕнчен пуçтарса илнĕ, çавна май донник хунавĕсене сиен кÿ-мен, _ каласа кăтартрĕ хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Евгений Терентьев. — Хĕл каçнă хыççăн ÿсен-тăран çеçкене ларма хатĕрленет, халĕ унăн анисене шăпах «пăсма» вăхăт. Механизаторсем икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Пĕрисем, вĕлле хурчĕсем вĕçмен тапхăрта, ешĕл те çÿллĕ хунавсене вырттарса тухаççĕ. Тепĕр смена дискласа ăна çĕр ăшне варать.

Донник икĕ çул çитĕнекен пăрçа йышши культура. Çуллахи _ типĕ, хĕллехи сивĕ çанталăка лайăх тÿссе ирттерет. Çĕре азотпа туллин пуянлатать. Тăпрана хывнă биомасса вара (çĕрнĕ май) унти гумус шайне ÿстерет. Тăпра кăпăшкаланать, нÿрĕк шайне лайăх упрать. Çак мелпе «сыватнă» çĕр çинче килес çул тырă тата çĕр улми тухăçĕ ăнса пулнине палăртаççĕ специалистсем.

Техника хыççăн хуралса юлнă донник анисем кĕçех пулăхлăхĕпе уя ятарласа тислĕк кăларнă е удобрени хывнă чухнехи евĕр кăтартусемпе шайлашĕç, хăш-пĕр хаклав критерийĕпе, тен, ирттерĕç те. Кăçал хуçалăх ĕченĕсем сидерат хывнă уйсенче кĕрхи культурăсем акса хăварма палăртаççĕ. Çак меслетĕн ырă енне килес çул тухăç шайĕ кăтартса парĕ. Хаçат тусĕсене çакăн çинчен каласа кăтартма манмăпăр.

Артемий МЯСНИКОВ

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *