Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Шур халатлă ĕçченсем — сывлăха сыхлакансем

Шур халатлă ĕçченсем — сывлăха сыхлакансем

Нумайăшĕ сывлăхлă пулма ĕмĕтленет. Анчах та çак ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесен çын хăй тăрăшни çеç мар, таврара çакна тума пулăшакан майсем пурри те пĕлтерĕшлĕ. Сывлăха сыхлама тата вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулăшасси — сывлăх сыхлав тытăмĕн тĕллевĕ. Пин-пин медицина ĕçченĕ, хăйсен ĕçне чунтан парăннăскерсем, çынсен сывлăхне упрама пулăшаççĕ.

Канаш тăрăхĕнче сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ 1873 çулта аталанма пуçланă. Шăпах çав çул Çĕрпÿ уесĕнчи земство пухăвĕ Шăхасан салинче 20 койка вырăнĕллĕ йышăну уйрăмĕ уçасси çинчен постановлени кăларнă. Анчах та çакна валли юрăхлă çурт çукран ăна 5 койка вырăнĕллĕ çеç тума май килнĕ. 1883 çулта, унта 10 койка вырăнĕллĕ земство больници, амбулатори, аптека, мунча тата ытти хуçалăх блокĕсем туса хунă.

1904 çулта çĕнĕ блоксем хăпартнă, койкăсен шутне 20-е çитернĕ, вĕсенчен 10-шĕ куç чирĕсемпе аптăракансем валли пулнă. Çав çулсенче больницăна паллă тухтăр Николай Константинович Андрианов ертсе пынă. Унта 14 ĕçчен вăй хунă. Николай Константинович врач-офтальмолог пулнă, çав вăхăтшăн çÿллĕ шайри куç операцийĕсем туса халăх хушшинче хисеп çĕнсе илнĕ. Ăна медицина докторĕн аслă ученăй степеньне хÿтĕлемесĕрех панă.

Халĕ Канашри округăн тĕп больници — нумай профильлĕ, паянхи медицинăн ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçлекен сиплев учрежденийĕ шутланать. Унта плана кĕртнĕ тата васкавлă медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтереççĕ.

2017 çултанпа больницăна Сергей Шерне ертсе пырать.

Юлашки пилĕк çулта Канаш округĕнче медицина аталанăвĕ палăрмалла çÿллĕ шая хăпарни сисĕнет. Структура подразделенийĕсенче тĕпрен юсавсем ирттернĕ, модульлĕ çĕнĕ ФАПсем туса лартнă. 2022 çулта «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕн сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине модернизацилемелли программипе килĕшÿллĕн Шăхасан салинче нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиника тума пуçланă.

Чăваш Республикин ятарлă проекчĕпе килĕшÿллĕн учреждение пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă. Çавна май пациентсен медицина карттисене электрон майпа тытса пыраççĕ, тухтăр патне çырăнмалли, больничнăйсем тата рецептсем илмелли электрон сервиссем ĕçлеççĕ. Регионти телемедицина информаци тытăмĕ урлă тухтăрпа тухтăр е тухтăрпа пациент телемедицина консультацийĕ ирттерме пултараççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Урожай» стадионта Медицина ĕçченĕн кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Ăна Канашри округăн тĕп больницăри профсоюз организацийĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Хисеплĕ хăнасем медицина ĕçченĕсене пысăк яваплăхшăн, кашни пациента эмелпе кăна мар, ырă сăмахпа та сиплеме пултарнишĕн, çăмăл мар ĕçре чăтăмлă пулнишĕн тав тунă.

— Хăйсен пурнăçне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă кашни çынна професси уявĕпе — Медицина ĕçченĕн кунĕпе — саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп. Ĕç яланах савăнăç çеç илсе килтĕр. Эсир куллен пурнăçлакан тивĕçсем, çынсене çăлни, вĕсен сывлăхне упрани, туллин пурăнма, кашни çĕнĕ кунпа киленме май туса пани калама çук хаклă. Сирĕн пурнăçра инкек-синкек ан пултăр, ĕçре яланах ăнăçу, çитĕнÿ юнашар çÿретĕр. Тавтапуç ывăнмасăр ĕçленĕшĕн! — палăртнă медицина учрежденийĕн ертÿçи Сергей Александрович.

Канашри округăн тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Шерне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Артем Владимиров, округ пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чернов, Шăхасан территори пайĕн ертÿçи Владимир Руссков, Канашри округăн тĕп больницин ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Ирина Ефимова чи лайăх ĕçченсене Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн минис- терствин, Канашри муниципаллă округăн Хисеп грамотисем тата ытти награда парса чысланă.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *