Главная > Публикации > Наградăсем парса чысланă

Наградăсем парса чысланă

Çак кунсенче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче Чăваш Енри медицина ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă.

Савăнăçлă мероприятие республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă, çынсен сывлăхне çăлассине хăйсен пурнăçне халалланă пултаруллă ĕçченсене наградăсем панă. Вăл медицина ĕçченĕсем регионти сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнине палăртнă.

Канашри округăн тĕп больницин ĕçченне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачне – Вагиз Ямалиева ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысланă.

Çавăн пекех «Ял халăхне пулăшусемпе тивĕçтерекен чи лайăх сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ» номинацире Канашри округăн тĕп больницине, «Цифрăри чи лайăх ФАП» номинацире палăрнă Малти Ăнтавăш ФАПне Дипломсем парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *