Катекри Культура çуртĕнче «Асанне арчинчен» фолк-урок иртнĕ.
Урокра ачасем ĕлĕкхи чăваш ал ăсталăхĕсемпе паллашнă. Культура ĕçченĕсем шăпăрлансене чăвашсен ĕлĕкхи тумĕсене кăтартнă, вĕсен элеменчĕсем мĕне пĕлтерни çинчен каласа панă, пуçа тăхăнмалли хатĕрсене, пиçиххисене, саппунсене тата тĕрлĕ капăрлăхсене авалхи чăвашсем мĕнле тăхăнса çÿренине кăтартса панă.
Ачасем чăваш тĕррин эрешĕсемпе питĕ интересленнĕ, чăваш тĕррин символики тата килĕшÿлĕхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Чă-ваш тĕрри çыруллă пулни вĕсене уйрăмах тĕлĕнтернĕ. Шăпăрлансем хăш-пĕр тĕрĕсенче мĕн пытаннине вуласа пĕлме те хăтланнă.
«Чăваш халăх тĕррипе паллашса ачасем ĕлĕкхи чăвашсен пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе, хамăрăн кĕçĕн Тăван çĕршывпа ытларах интересленме пуçлаççĕ, хамăрăн халăхпа, унăн культурипе тата йăлисемпе мухтанаççĕ», — палăртнă мероприятие йĕркелекенсем.