Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ятсăр салтак паттăрлăхĕ ĕмĕр асра

Ятсăр салтак паттăрлăхĕ ĕмĕр асра

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра çулсерен Ятсăр салтак кунне паллă тăваççĕ. Раççей историне çак куна нумаях пулмасть çеç кĕртнĕ. Ăна çапăçу хирĕсенче пуç хунă, ячĕсене палăртма май килмен Совет тата Раççей салтакĕсен паттăрлăхне сăваплас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ятсăр салтак кунне Раççейре 2014 çулта пуçласа ирттернĕ.

Çак кун Раççей Паттăрĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче обелиск умне чечексем хунипе тата мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунă салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăнипе пуçланнă.
Çитĕнекен ăрăва историри паллă кунсемпе паллаштарас, халăх паттăрлăхĕпе мăнаçланма вĕрентес тата вĕсен патриотлăх туйăмне вăйлатас тĕллевпе иртнĕ эрнекун районти кашни шкултах тĕллевлĕ мероприятисем иртнĕ.
Вăтапуç вăтам шкулĕнчи 4-мĕш класра пĕлÿ пухакансене Раиса Степанова вĕрентекен «Çав кунсен çухалмĕ чапĕ!» презентаци кăтартнă. Класс сехечĕ вăхăтĕнче вĕсем çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи паллă пулăмсем çинче чарăнса тăнă, М. Дудинăн «Ятсăр салтакăн вил тăпри умĕнче» сăвва вуланă.
Асăннă шкулăн 3-мĕш класĕнче Людмила Смирнова вĕрентекен «Санăн яту паллă мар, анчах та паттăрлăху вилĕмсĕр!» ятпа калаçу йĕркеленĕ. Вăл ачасене Ятсăр салтак кунне хăçан йышăннине, çак паттăрсене асăнса Мускаври Кремль стени тата çĕршыври асăну мемориалĕсен çумĕнче Нихăçан сÿнми çулăм ялкăшни çинчен каласа кăтартнă.
М.В. Серов ячĕллĕ Чакаç вăтам шкулĕнче «Астă-вăм пур, ун пулмĕ вĕçĕ» ятпа Асăну урокĕ иртнĕ. Ăна «Çĕнтерĕвĕн мăнукĕсем» шырав отрячĕн членĕсем йĕркеленĕ. Вĕсем 3 тата 4-мĕш классенче вĕренекенсене Ятсăр салтак кунĕн историри вырăнĕ çинчен каласа кăтартнă, çавăн пекех хăйсен шырав юхăмне халалланă презентацие кăтартнă.
Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Ирина Дмитриева «Ятсăр салтак кунĕ» ятпа класс тулашĕнчи мероприяти ирттернĕ. Унта 9 тата 10-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă, вĕсем ятсăр салтака халалланă паллă поэтсен сăввисене вуланă, вăрçă çулĕсенчи юрăсене шăрантарнă. Куракансем ачасем хатĕрленĕ номерсене пысăк хавхаланупа пăхнă, мероприяти вăрçă хирĕнче пуç хунисене пĕр минут шăп тăрса асăннипе вĕçленнĕ.
Ятсăр салтак кунне халалланă мероприятисем шкулти вулавăшсенче те иртнĕ, унта çÿрекенсем «Асра тытатпăр» ятарлă стендсемпе паллашма пултарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *