Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Шырав отрячĕсен фестивальне хутшăннă

Шырав отрячĕсен фестивальне хутшăннă

Етĕрне районĕнчи «Сурские зори» кану базинче йĕркеленĕ республикăри шырав отрячĕсен «Чĕре ас тăвăмĕ» фестивалĕ виçĕ куна пынă. Ăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне халалланă. Ку вырăна ахальтен суйламан, çакăнтан инçех мар хÿтĕлев чикки иртет. Унта çак кунсенче окоп чавнă çĕрте астăвăм палли вырнаçтарнă.


Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев астăвăм хальхи çамрăксене хăйсен чун çирĕплĕхне туйма пулăшнине, йăх-несĕлĕн паттăрлăхĕ вăй-хал панине каланă, истори страницине çырма пулăшакансене тав тунă. Тылра ĕçленисен паттăрлăхне тĕпченине кура музейсене çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатнине, мемориалсем уçнине, кĕнекесем пичетленнине каланă. Олег Алексеевич иртнипе хальхине çыхăнтарни ырă малашлăха çирĕппĕн утма пулăшни çине пусăм тунă.
Çавăнтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче усă курнă япаласен куравне йĕркеленĕ. Вĕсене республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи шырав отрячĕсем çапăçу вырăнĕсенче тупнă.
Сăмах май, республикăри шырав отрячĕсен фестивальне «Мы помним» шырав отрячĕн хастарĕсем
Станислав Иванов, Дмитрий Степанов тата Анастасия Самуилова республикăри «Память сердца» шырав отрячĕсен фестивальне хутшăннă. Вĕсен ĕçне Ирина Иванова йĕркелесе пынă.

Алена ПЧЕЛКИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *