Главная > Публикации > Çуртсен картишĕсене юсаççĕ, мемориал комплексĕ тăваççĕ

Çуртсен картишĕсене юсаççĕ, мемориал комплексĕ тăваççĕ

Шăхасан салинче нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсаса йĕркене кĕртес ĕç малалла пырать.

Хальхи вăхăтра «Транспортник» тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçченĕсем Цветочная, Ф. Григорьев, Çĕнтерĕве 40 çул тата Епифанов урамĕсенчи çуртсен таврашĕсене хăтлăлатаççĕ.

Юнкун муниципалитетра иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн пĕр теми шăпах округри картишсене йĕркене кĕртессипе çыхăннине палăртмалла. Çавна май Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин тата муниципалитет пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Федоров юсав ĕçĕсем пыракан объектсене çитсе килнĕ. Кайран тĕп библиотекăра салара пурăнакансемпе тĕлпулу йĕркеленĕ.

Пĕрлехи калаçăва унта Раççей Федерацийĕн Чăваш Енри Социаллă фондăн Канаш хулинчи уйрăмĕн клиентсен службин ертÿçи Дамир Сабиров та хутшăннă. Вăл зала пуçтарăннисене патшалăх халăха тивĕçтерекен социаллă пулăшу мерисем çинчен каласа кăтартнă. Информушкăн членĕсем çавăн пекех çынсен харпăр ыйтăвĕсем çине те хуравланă.

Чакаç ялĕнче Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен мемориал комплексне тума тытăннă. Ăна Украинăри ятарлă çар операцине тата тĕрлĕ çар конфликтне хутшăннă паттăрсене асăнса лартаççĕ. Астăвăм вырăнне кăçал çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче уçма палăртаççĕ. Мемориала вырăнти пуçару ушкăнĕн йышăнăвĕпе çĕклеççĕ. Чакаç ялĕнче пурăнакансемпе информаци кунĕнче муниципалитет пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова тĕл пулнă, çакнашкал пĕлте- рĕшлĕ пуçарушăн тав тунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *