Главная > Публикации > «Пушарта» виçĕ çынна çăлнă, пĕрне чÿречерен пусмапа антарнă

«Пушарта» виçĕ çынна çăлнă, пĕрне чÿречерен пусмапа антарнă

Ытларикун Канашри муниципаллă округ администрацийĕн çуртĕнче вĕренÿ иртнĕ. Унăн ĕçне Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертÿçи Валерий Зеленин пăхса хак панă.

Вĕренÿ йĕркипе пушар çуртăн пĕрремĕш хутĕнче, ларусем ирттермелли залра тухнă. Çакăн çинчен администраци ĕçченĕсем çийĕнчех хулари пушар хуралĕн чаçне шăнкăравласа пĕлтернĕ. Çăлавçăсем хăйсене вăрах кĕттермен, инкек пулнă вырăна тĕрлĕ йышши техникăпа кĕске вăхăтра çитнĕ.

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем çул çинче пулнă вăхăтра администраци ĕçченĕсем çуртран хăйсем тĕллĕн тухнă. Анчах та виçĕ çын тĕрлĕ сăлтава пула инкек пулнă вырăнтан хăтăлайман, вĕсем ăçта юлни те çăлавçăсемшĕн вăрттăнлăх пулнă.

Пушар хуралĕн ятарлă службин звенисем çуртри кашни пÿлĕме кĕрсе тĕрĕсленĕ, тĕтĕм тулнă çуртра виçĕ çынна тупса уçă сывлăша илсе тухнă. Пĕрне виççĕмĕш хутран ятарлă пусмапа чÿречерен антарнă. Медицина ĕçченĕсем кашнине пĕрремĕш пулăшу панă, вĕсен пурнăçĕ хăрушлăхра маррине пĕлтернĕ.

Вĕренĕве 50 çăлавçă тата ятарлă техникăн 15 единици хутшăннă. Ĕçтешĕсене пулăшу кÿме пушар хуралĕн ĕçченĕсем Тăвай тата Каçал тăрăхĕсенчен те килсе çитнĕ пулнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *