Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Канаш ен картти – чи илемли те пуянни

Канаш ен картти – чи илемли те пуянни

Районти тĕрĕ ăстисем хăйсен ĕçне курса савăнчĕç, ытти ăстасен ĕçĕсемпе паллашрĕç.

Çак кунсенче «Тĕрленĕ Раççей» фестиваль старт илчĕ.

Республикăн тĕп хули хăнасене тарават кĕтсе илчĕ, тĕрлĕ кăсăклă кану мероприятисем те йĕркелерĕç яваплă ĕçченсем. Чăваш патшалăх художествă музейĕн алăкĕсем хăнасене кĕтсе яриех уçăлчĕç кашни кун. Шăп та лăп кунта уявăн чи кăсăкли те пĕлтерĕшли – Раççейĕн тĕрленĕ картти (вăл шутра Чăваш Енĕн картти те). Вăл ушкăнта Канаш енĕн картти те тивĕçлĕ вырăн тупнă.

Фестиваль программипе килĕ- шÿллĕн округăн тĕрĕ ăстисем Шупашкара асăннă музея экскурсие кайса килчĕç, хăйсен ĕçĕсене курса савăнчĕç, ытти тĕрĕ ăстисен опычĕ- семпе паллашрĕç, Шупашкарăн паллă та илемлĕ вырăнĕсемпе килленчĕç. Музей директорĕ Геннадий Козлов пĕлтернĕ тăрăх, Канаш ен картти – чи илемли те пуянни.

Саламлатпăр тĕрĕ ăстисене, малашне те ăнăçу сунатпăр.

Пултаруллă ушкăна музей директорĕ Геннадий Козлов ăнăçу, çирĕп сывлăх сунса асăнмалăх парне – илемлĕ картина парнелерĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *