Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > 100 çулхи юбилейне паллă тунă

100 çулхи юбилейне паллă тунă

Иртнĕ эрнере Шаккăл ялĕнче пурăнакан Мария Петровна Рытова 100 çул тултарнă. Сумлă çуралнă кунпа юбиляра муниципалитет пуçлăхĕн çумĕ Лариса Сергеева, халăха социаллă хÿт- лĕхпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Эльвира Яковлева, Шаккăл территори пайĕн ертÿçи Валерий Якимов тата çывăх çыннисем саламланă.

Мария Петровна хăнасене тулли кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Ăна кашни çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх тата вăрăм кун-çул суннă. Эльвира Васильевна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн юбиляр ячĕпе килнĕ саламлă çырăвне вуласа панă, асăнмалăх парне панă.

Мария Рытова Шаккăл ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Аслисен йышĕнче пулнă май пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ, кĕçĕн çулхи пĕртăванĕсене пăхнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен тăван хуçалăхра вăй хунă, кайран шкулта секретарь тивĕçĕсене пурнăçласа пынă.

Тискер тăшман тапăнса килсен ытти тыл ĕçченĕсемпе пĕрле Тăвай тăрăхне хÿтĕлев чиккисем тума хутшăннă, вăрман каснă. Чугун çул тунă çĕрте ĕçленĕ, пĕр йывăр ĕçрен те хăраса тăман.

Мария Петровна мăшăрĕпе ултă ача çитĕнтернĕ. Вĕсем çывăх çыннисене мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем йышлăн парнеленĕ. Тĕпренчĕкĕсем ватă асанне-кукамая манмаççĕ, пăхаççĕ, аякрисем час-часах килсе çÿреççĕ.

Хăйне хисеп туса килнĕ çынсене ветеран вăрăм кун-çул пилленĕ, пĕр-пĕринпе яланах килĕш- терсе пурăнма каланă.

Палăртса хăварар, хальхи вăхăтра Канаш тăрăхĕнче 100 çул урлă каçнă виçĕ çын пурăнать. Вĕсене çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *