Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Халăх пуçарăвне яланах ырласа йышăнаççĕ

Халăх пуçарăвне яланах ырласа йышăнаççĕ

Канашри муниципаллă округра вырăнти пуçару программине кĕнĕ проектсене ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Кăçал валли ятарлă комисси ялта пурăнакансем хăйсем хутшăнма кăмăл тунă 75 проекта ырласа йышăннă. Иртнĕ çулта вĕсен шучĕ 67-пе танлашнă.

Халăх пуçарăвĕ вырăнта еплерех пурнăçланса пынине муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов тăтăшах объектсене тухса хак парать. Нумаях пулмасть вăл Атнаш тăрăхне çитсе килнĕ.

— Халăх пуçарăвне эпир яланах ырласа йышăннă. Хальхи вăхăтра пилĕк объектра ĕç вĕрет, кĕçех тепĕр икĕ проекта ĕçе кĕртĕпĕр, — паллаштарнă вырăнти лару-тăрупа Атнаш территори пайĕн ертÿçи.

Паянхи кун строительсем спорт площадкин таврашне хăтлăлатас енĕпе тимлеççĕ. Вĕсен ĕç планĕпе килĕшÿллĕн брусчатка хумалла, саксем вырнаçтармалла тата çутă хатĕрĕсем çакмалла. Проект сумми пĕр миллион тенкĕрен те иртет.

Иртнĕ çулта халăх бюджечĕн мелĕпе Атнаш тăрăхĕн-че шыв çийĕн çакăнса тăракан кĕпере юсанă. Проекта пурнăçлама 140 пин ытла тенкĕ укçа хута янă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *