Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Шкулсен таврашĕсем хăтлăланаççĕ

Шкулсен таврашĕсем хăтлăланаççĕ

Канаш тăрăхĕнче «Чăваш Енри шкул системисене çĕнетесси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлÿ çурчĕсен таврашĕсене хăтлăлатаççĕ.

Вырăскас Пикших шкулĕн территорине капăр сăн кĕртме хыснаран 12 миллион ытла тенкĕ укçа уйăрнă. Подрядчик палăртнă ĕçсене вĕçлесе пырать, строительсем пысăк лаптăк çинче брусчатка сарнă, спорт лапамĕн никĕсне хатĕрленĕ.

Энтрияль шкулĕ валли 8 миллион ытла тенкĕ пăхса хăварнă. Унта подрядлă организаци ĕçченĕсем пĕлÿ çурчĕ тавра карта тытнă, бордюрсем вырнаçтарса брусчатка сарнă.

Патшалăх программи объектсенче мĕнле пурнăçа кĕрсе пынине округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов хак панă, ĕçсен хăвăртлăхĕпе тата пахалăхĕпе паллашнă хыççăн шкул директорĕсемпе тата подрядчикпа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.

Муниципалитет ертÿçи Сергей Михайлов шкулсен таврашĕсене хăтлăлатас енĕпе пуçарнă мĕнпур ĕçе çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле вĕçлемелли çинчен асăрхаттарнă. Ку ыйтăва Чăваш Енри Вĕренÿ министерстви шайĕнче те çирĕп контроллесе тăнине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *