Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Уява тÿперен парашютпа сиксе кĕтсе илчĕç

Уява тÿперен парашютпа сиксе кĕтсе илчĕç

Юнкун, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче, пирĕн çĕршывра пурăнакансем Сывлăш десант çарĕсен кунне паллă турĕç.

«Çунатлă» гварди паттăрĕсем кирек хăш вăхăтра та, кирек мĕнле ларура та мухтавлă та шанчăклă вăй шутланнă. Вĕсем «Пирĕнсĕр пуçне никам та!» принципа халĕ те çирĕп тытса пыраççĕ.

Канаш тăрăхĕнче Сывлăш десант çарĕсен кунне халалланă уяв кăçал хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăчĕ. «Çунатлă пехота» йышĕнче çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă ĕнерхи салтаксем ирех Энтрияль çывăхĕнчи уя пуçтарăнчĕç. Вĕсем унта Раççейри ДОСААФăн Шупашкарти авиаклуб самолетне тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Тĕп хуларан ларса килнĕ хăнасем парашютпа сикнĕ хыççăн тÿпене вырăнти десантниксем çĕкленчĕç. Самолет вĕсене пĕр çухрăм çÿллĕшне хăпартрĕ, унтан сенкер тÿпере шурă куполсем уçăлни курăнма пуçларĕ. Кайран самолет Вăрăмпуç тăрăхне çул тытрĕ.

Сывлăш десант çарĕсен кунĕнче парашютпа сикнĕ хастарсен йышĕнче муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов та пулчĕ. Вăл 2008-2009 çулсенче Псков хулинчи ВДВ дивизийĕнче службăра тăнă. Сергей Николаевич хальхипе тÿперен парашютпа улттăмĕш хут аннине пĕлтерчĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *