Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Кăшнаруйсем уявра савăннă

Кăшнаруйсем уявра савăннă

Ял çыннисен пысăк çемйишĕн ял уявĕ — тахçанах кĕтнĕ, асра юлакан хаваслă та ырă пулăм. Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Кăшнаруй ялĕнче пурăнакансем пĕрле пуçтарăнса ялăн çуралнă кунне уявланă.

Мероприятие уçса ăна йĕркелекенсем А.Егоров тата Е.Шакова спонсорсене тав тунă. Канаш муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Сергеева уявпа ăшшăн саламласа обществăлла ĕçе хастаррăн хутшăнакан ял çыннисене тав хучĕсемпе чысланă. Канаш округĕн депутачĕ Г.Петрова, Кăшнаруй территори уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Григорьева та саламлă сăмахсем каланă, уява йăласене упракансем, хисеплекенсем, ял историне манманнисем пуçтарăннине палăртнă.

Уявра ялăн чи пĕчĕк çыннисене те тимлĕхсĕр хăварман. Вĕсем тĕрлĕ аттракционсем çинче ярăнса, выляса савăннă. «Хĕлхем» ансамбль тата чăваш эстрада артисчĕ Александр Ильин пуçтарăннисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.

Ял кунĕнче тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем те йĕркеленĕ. Çавăн пекех пуçтарăннисем шÿрпепе тата пулă шÿрпипе сăйланнă. Юлашкинчен ял халăхĕ хаваслă дискотекăра савăннă.

Ял уявĕ çÿллĕ шайра иртнĕ, çакăн евĕр мероприятисем ял çыннисемшĕн питĕ кирлине, пĕрле пуçтарăнса савăнма, пĕр-пĕринпе хутшăнма май панине кăтартса панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *