Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Эстафетăна канашсем пуçларĕç

Эстафетăна канашсем пуçларĕç

Иртнĕ эрнекун районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Канашĕн делегацийĕ организацин председателĕ, республикăри ветерансен канашĕн президиумĕн пайташĕ Виталий Петров ертсе пынипе Тăвай районĕнче пулчĕ.
Икĕ район ветеранĕсен тĕлпулăвĕ мĕнпе çыхăннă-ха; Чăваш Республикин ĕçпе вăрçă, Хĕç-пăшаллă Вăйсен, правăна сыхлакан органсен ветеранĕсен обществăлла организацийĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 35 çул çитет. Çавна май ветерансен республикăри Канашĕ районсенчи ветерансен организацийĕсен альбом эстафетине пуçарса янă, çавăн пекех конкурс та йĕркеленĕ. Конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн кашни районăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен альбомра пилĕк страница хатĕрлемелле, ăна тепĕр организацие памалла. Эстафетăна пĕрремĕш параканĕ вара, шăпах та, ветерансен Канаш райо- нĕнчи Канашĕ пулчĕ те.
Ăшă лару-тăрура иртнĕ тĕлпулăва Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, ветерансен канашĕн председателĕ Римма Гурина, Тăвай районĕ тăрăх 50 çухрăм иртекен Хусан хÿтĕлев чикки çинчен çырнă статьян авторĕ, Тăвай районĕн Общество канашĕн председателĕ Владимир Шакров, социаллă пулăшу центрĕн директорĕ Марина Петрова, Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕн директорĕ Владимир Петров, Совет Союзĕн Геройĕ П.Х. Бухтулов ячĕллĕ Тăвай вăтам шкулĕн «Следопыт» шырав отрячĕн ертÿçи Ирина Порфирьева, ветерансем хутшăнчĕç.
Канаш районĕн делегацийĕ малтанах Тăвай сали çумĕнчи çÿллĕ ту çинче вырнаçнă «Тыл ĕçченĕсене» стела умне чечексем хучĕ. Кунтан сала алă тупанĕ çинчи евĕр курăнать, юр çук чухне окоп чавнă вырăнсем те уçăмлăнах палăраççĕ. Стела авторĕ тата ăна тăвас тесе нумай тăрăшнă Владимир Шакров палăк историйĕпе паллаштарчĕ.
Тĕлпулу Тăвайри Ача-пăча пултарулăх центрĕнче малалла тăсăлчĕ. Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов ветерансене çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас, истори эткерлĕх-
не упраса хăварас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленĕшĕн, общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн, районсем хушшинчи тăванла туслăхшăн тав турĕ.
Пирĕн районти ветерансен организацийĕн председателĕ «Тыл ĕçченĕсене» стела авторне Владимир Шакрова ветерансен республикăри Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Наградăсем тата та пулчĕç.
Унтан Виталий Григорьевич куçса çÿрекен альбомăн тытăмĕпе, ветерансен организацийĕн ĕçĕпе, малашлăх плансемпе паллаштарчĕ. Тĕп тĕллевсем, паллах, — пĕччен юлнă ватă çынсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси, çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парасси тата ыт. те.
Канашсем илемлĕ концерт программи хатĕрленĕ. Тăванлăх юррисене пурте пĕрле мăнаçлăн шăрантарчĕç. Ĕмĕрсем хушши пыракан туслăх çирĕп пулнине тепĕр хут ĕнентерчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *