Воскресенье, 19 мая, 2024
Главная > Публикации > Уй-хир ĕçченĕсене юрă-ташăпа савăнтарнă

Уй-хир ĕçченĕсене юрă-ташăпа савăнтарнă

Мăкăр ялĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăнĕ çак кунсенче Маяк ялне çитсе килчĕ. Артистсем Малов хресчен-фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансене чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç, ĕçлеме хавхалану кÿчĕç.

Фольклор ушкăнĕ пырса çитнĕ самантра хуçалăх ертÿçи Сергей Малов уй-хирте комбайн çумĕнче тăрмашатчĕ, пиçсе çитнĕ тыр-пула вырма хатĕрленетчĕ.

Мăшăрĕ, Алина, хăех водитель, вăл бункертан пушатнă çĕнĕ тухăçа автомашинăпа ятарлă вырăна турттарса тăрать. Унта тырра тасатса типĕтеççĕ. Çак туслă мăшăра пулăшса тата вĕрентсе пыраканĕ — пуян опытлă Владимир Малов. Вăл — Сергейăн ашшĕ. Пире, кĕтнĕ хăнасене, тулли пучахлă тырă кĕлтисене ыталаса асăнмалăх сăн ÿкерчĕк тума сĕнчĕ. Артистсене мехел тупса, уй-хир ĕçченĕсене хавхалантарма килсе çитнĕшĕн чĕререн тав турĕ.

Уйри концерт шăп çĕр ĕçченĕсен апатлану вăхăчĕ тĕлне лекрĕ, вĕсене канса, юрă-кĕвĕпе киленсе вырма ĕçне çĕнĕ вăйпа пуçăнма май пачĕ. Çемье çут çанталăкăн меллĕ кашни саманчĕпе туллин усă курса ĕççие вăхăтра вĕçлеме палăртать, пуçтарса пыракан тухăç виçи аван тухнине калать.

Чыс та мухтав уй-хир ĕçченĕсене!

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *