Уй-хирте ĕç шавĕ самантлăха та лăпланмасть. Округ-ри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем тыр-пула юлашки гектарсем çинче пуçтараççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне вĕсем 700 пин центнера яхăн тĕш тырă пуçтарса кĕртнĕ те ĕнтĕ, вăтам тухăç кашни гектар пуçне 33,9 центнерпа танлашать.
Хальхи вăхăтра ял хуçалăх ĕçченĕсем пушаннă уй-хирте çĕре килес çулхи тухăç валли хатĕрлеççĕ. Кĕрхи культурăсене, тĕпрен илсен, акса çитернĕпе пĕрех, вĕсен лаптăкĕсем кăçал Канаш тăрăхĕнче планпа ултă пин гектара яхăн йышăнĕç.
Киров ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕнче кукуруза выраççĕ. Симĕс массăна силос шăтăкне нумай çул ÿсекен курăкпа хутăш хураççĕ. Çакă унăн сĕтеклĕхне упраса хăварма май парĕ.
Çак кунсенче ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Виктор Васильев, Валерий Долгов специалист тата Патшалăх технадзор инспекцийĕн Канаш тăрăхĕнчи аслă инспекторĕ Денис Егоров хуçалăхсене тухса уй-хир ĕçĕсемпе паллашрĕç. Ĕçсен пахалăхĕпе хăвăртлăхне тишкернипе пĕрлех ял хуçалăхĕн- че вăй хуракансем ĕç хăрушсăрлăхĕн техникине еплерех пăхăнса пынине те хак пачĕç.