Воскресенье, 26 мая, 2024
Главная > Публикации > Ачалăхĕ йывăр вăрçă çулĕсенче иртнĕ

Ачалăхĕ йывăр вăрçă çулĕсенче иртнĕ

Нумаях пулмасть Вăтапуç салинче пурăнакан Раиса Петровна Соловьева 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çуралнă кунпа юбиляра ял территори пайĕн ертÿçи Анастасия Глухова, унта тăрăшакан специалист Елена Григорьева тата салари культура çурчĕн заведующийĕ Татьяна Васильева саламланă.

Хăнасем Раиса Петровнана Раççей Президенчĕ Владимир Путин ячĕпе салам открытки, асăнмалăх парне панă, çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх суннă.

Раиса Соловьева Çăлпуç ялĕнче çуралнă. Унăн ачалăхĕ йывăр вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Ĕç ĕмĕрне вăл тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан тата 9 çул культура çуртĕнче техслужащи пулса тимленĕ. Мăшăрĕпе çичĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *