Пятница, 3 мая, 2024
Главная > Публикации > Республика турнирĕнчен виççĕмĕш вырăнпа таврăннă

Республика турнирĕнчен виççĕмĕш вырăнпа таврăннă

Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнче хĕрсем волейбол ăмăртăвĕнче тупăшнă. Турнира республикăри муниципаллă округсенчен пĕтĕмпе 18 команда хутшăннă. Çак йышра Канаш ен хĕрĕсем те пулнă.

Ăмăрту йĕркелÿçисем командăсене виçĕ ушкăна пайланă. Финалта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Муркаш, Элĕк, Тăвай тата Канаш хĕрĕсем тĕл пулнă. Çивĕч кĕрешÿре пирĕн округ спортсменкисем виççĕмĕш вырăна тухнă.

Канаш ен чысне çак турнирта Вăтакас Кипеч, Çĕнĕ Шелттем тата Вăрăмпуç шкулĕ- сенче вĕренекен хĕрсем хÿтĕленĕ.

Çак çитĕнÿпе вĕсене саламлатпăр, малашне те лайăх кăтартусемпе савăнтарасса шанатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *