Среда, 21 февраля, 2024
Главная > Публикации > Вăрçă ачисемпе тĕл пулнă

Вăрçă ачисемпе тĕл пулнă

Республикăра «Вăрçă ачисем» проект пурнăçа кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн çамрăк ăру вăрçăн йывăр çулĕсене тÿссе ирттернĕ паттăрсемпе тĕл пулать, вĕсен аса илĕвĕсене çырса илет.

Асăннă проекта Шăхасан шкулĕ те хастар хутшăннă. 9-мĕш класра вĕренекен Виктория Владимирова тата шкулти библиотекарь Ольга Данилова салара пурăнакан Римма Коноваловăпа Маргарита Боголюбова вăрçă ачисем патĕнче пулнă.

Ветерансем вăрçă çулĕсене куççуль витĕр аса илнĕ, Аслă Çĕнтерÿ мĕнле йывăрлăхра туптанни çинчен каласа кăтартнă. Вĕсен аса илĕвĕсем шкулти музейра хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code